Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырпул пухас ĕç вĕçленсе пырать

07 сентября 2019 г.

Уй-хир ĕçченĕсем çуркунне хире тухаççĕ те хура кĕрчченех ырми-канми тăрăшаççĕ. Халĕ юлашки тырпула, пахчаçимĕçе лайăх çанталăкпа усă курса вăхăтра пуçтарса кĕртесшĕн вăй хураççĕ.

Михаил Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пур уйсенчен те пухса кĕртнĕ. «Acros-550» тата «ПАЛЕССЕ КЗС-10К-26» комбайнсене кăçал туянни ĕçе çăмăллатнă, вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме май панă.1588 гектар çинчи тырпул пÿлмене кĕнĕ. Тухăçлăх кăтартăвĕсене илес пулсан, вĕсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулнине палăртаççĕ хуçалăхра ĕçлекенсем.

Çак кунсенче «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Цивильский бекон» филиалĕнче те вырмана çак кунсенче вĕçлĕç. Çанталăк хĕвеллĕ те типĕ тăрсан пур хуçалăхсенче те пĕрчĕллĕ тĕштырă уй-хиртен йĕтем çине кĕмелле.

Пĕтĕмĕшле уй-хир ĕçĕсем районта çапларах пурнăçланса пыраççĕ: хальхи вăхăта 6771 гектар (77,3 процент) çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене çулса 18390 тонна тĕшĕленĕ. Вăтам тухăçлăхĕ 27,1 центнерпа танлашнă. Уйсенче 28 комбайн ĕçлет.

Унсăр пуçне 10 гектар çинчен (5,7 процент) 276 тонна çĕрулми кăларнă. «Смак-Агро» тулли мар яваплă общество тата Г.П. Баринов хресченпе фермер хуçалăхĕнче пурĕ 4 гектартан (22,2 процент) 106 тонна пахчаçимĕç пухса илнĕ. Тухăçлăхĕ - 265 центнер. 950 гектар çĕре сухаланă. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма планпа 3099 гектар палăртнă. Вĕсенчен 1270 гектар çинче (41 процент) акма та ĕлкĕрнĕ.

О. ГУСАРОВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика