Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессие чунпа парăнсан

22 июля 2019 г.

«Коопераци сферинче пули-пулми çын ĕçлеймест»,-пĕлтернĕччĕ пĕррехинче Октябрьскинчи райпо ертÿçи Радим Почемов. Вăл калани Карапашри А. Алаева кăмăл-туйăмĕпе, ăстăнĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнине, сутуçă ĕçĕнче пысăк ăсталăх кăтартнине аванах çирĕплетсе парать.

Альбина Ивановна ял лавккинче 1989 çултанпа тăрăшать. Ун чухне вăл Шупашкарти коопераци училищине тин çеç пĕтернĕ çамрăк хĕр кăна пулнă.

Альбина тĕрĕс професси суйлани хăвăртах ĕç çитĕнĕвĕсемпе çирĕпленнĕ. Сутуçă таланчĕ те Альбина Ивановнăн пысăк темелле. Çакна лавккана çÿрекенсем те аванах пĕлеççĕ. «Кĕрсен ним илмесĕр тухса кайма çук, илĕртме пĕлет, ассортиментне те улăштарсах тăрать»,- çапла каласа пачĕ Л. Оливанова.

Ĕçне кура - хисепĕ. 30 çул хушшинче Альбина Ивановнăн ĕçне районта та, республикăра та пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе хакланă.

«Çитĕнÿсем туса пыма кил-йыш та хавхалантарать. Юратнă мăшăр, хĕрсемпе кĕрÿсем,пĕчĕк мăнуксем кунсерен пулăшса пыраççĕ. Ывăлăм ялтах пурăнни те савăнăç кÿрет. Хуракасси шкулĕнче физкультура вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пуçлать тенине савăнса йышăнтăмăр»,- пĕлтерчĕ А. Алаева.

Малашне те Альбина Ивановна хăйĕн ĕçĕпе халăха савăнтарса пурăнтăр, тавар туянакансем ыйтнине туллин тивĕçтерме пултартăр.

 

О. СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика