Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрьскинче Интернет сиенĕ çинчен калаçрĕç

22 июля 2019 г.

Кирлипе пĕрлех Интернет суя, киревсĕр тата сиенлĕ информаципе те тулать. Вăл уйрăмах ачасен сывлăхне сăтăр тума пултарать. Пирĕн тĕллев - ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçлесе Интернетри хăрушлăха сирсе ярасси.

Çавна май пирĕн вулавăшра «Информаци хăрушсăрлăхĕ» проект шайĕнче «Сыхă Интернет» сехет иртрĕ. Мероприятин тĕп аудиторийĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ-сенчен тăчĕ. Эпир вĕсене валли «Ачасен Интернетри хăрушсăрлăхĕ» презентаци тата тематикăллă буклетсем  хатĕрлерĕмĕр.

Сетьре çÿрекенсене кĕтекен пăтăрмахсем пирки тĕплĕ калаçу ирттертĕмĕр, вĕсенчен сыхланмалли тата хăтăлмалли мелсене пăхса тухрăмăр. Пĕтĕмлетÿ Интернет культурине çирĕппĕн пăхăнса тăрассинче, унăн йĕркине пăсма юраманнинче пулчĕ.

Аслисем хушшинче ирттернĕ анкета çинчен те каласа хăварас килет. Ĕçе 15 çын хутшăнчĕ. Ытларахăшĕн ачи 9 çултан та иртмен (50%).

10-12 çул каялла ача савăнăçне пĕлнĕскерсен шучĕ 15% танлашрĕ, 13-14 çул каялла атте-анне пулнисен-10%.

14 çулхи ачасене çитĕнтерекенсен шучĕ 25%, Анкетăлани 65% ача кашни кунах компьютер умĕнче ирттернине кăтартрĕ. 20% Интернета 2-3 кунта пĕрре кĕреççĕ. Ыйтăм пĕлтерекен ачасенчен 15% «тĕнче сетĕнче» эрнере пĕр кун пулаççĕ.

Информаци уçлăхĕнче çÿрекен ачасем çапах та хăйсене вĕçĕмсĕр ирĕккĕн туйма пултараймаççĕ. Вĕсен компьютерĕсем çинче ытларах чухне ятарлă фильтрсем тăраççĕ.

Ачасене кăсăклантаракан сайтсем паллă. Вĕсем хушшинче «Яндекс» шырав порталĕ, «Вконтакте» социаллă сеть тата «Youtube» видеохостинг.

Анкетăлани ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемпе ĕçленине, вĕсем ситуацие ăнланнине кăтартрĕ. Ку, паллах, савăнтарать.

 

А. ПОЧЕМОВА

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика