Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамра кино пăхрĕç

11 июня 2019 г.

Кино пăхма юратакансем телевизорсем умне лараççĕ е кинотеатра каяççĕ. Иртнĕ юнкун вара каçхи сакăр сехет çурăра хулари Коновалово микрорайонĕнче пурăнакансем кану паркне пухăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери урамри тăваттăмĕш кинофестиваль йĕркипе уçă сывлăшра йышпа фильмсем пăхрĕç.

Аслисем те, ачасем те пулчĕç унта. Сехет çурă хушшинче 7 кĕске метражлă фильм пăхрĕç. Сюжет хыççăн сюжет улшăнса пыни пурне те малалла пăхма хавхалантарчĕ. Акцие хутшăннисене таврана каç сĕмĕ çапни те, çанталăк сулхăнланни те кансĕрлемерĕ. Экрана хурăнсем хушшине вырнаçтарни вара тата ытларах илĕртÿлĕх, илемлĕх кÿчĕ.

Ачасен ашшĕ-амăшĕсем, асламăш-кукамăшĕсем çакăн пек мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. «Алкум вĕçнех килсе кăтартаççĕ, тÿлевсĕр тата. Вăл çеç те мар-ха, ачасемшĕн çав тери усăллă. Килте пулсан кино шухăшĕ çукрах вĕсен, компьютер пултăр ытларах, халĕ тăрăшсах пăхаççĕ, ав», - текенсем сахал мар пулчĕç. Çак халиччен пулман çĕнĕлĕхе йĕркелесе паракансене ырларĕç вĕсем.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика