Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрьскинче çул юсаççĕ

08 июня 2019 г.

Ялсенчи çулсен хăтлăхĕ вырăнти инфратытăмшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Октябрьскинче вара вĕсенчен чылайăшĕ тахçанах юрăхсăра тухнă.

Çумăрлă çанталăкра, йывăр транспорт иртнĕ хыççăн, çулсем путăкланса каяççĕ, çăмăл машинăсен çÿревне те йывăрлатаççĕ. Нумай çул хушши тăракан йывăрлăха татса пама май килтерни пурин те савантарать.

Çулсене юсама район яваплă организацисемпе 2 826 917,90 пин тенкĕлĕх контракт çырса алă пуснă. Вĕсенчен улттăшĕ халăх пуçарăвĕпе пурнăçланса пыраççĕ. Кунта республика укçисĕр пуçне районăн, ял хутлăхĕпе халăхăн тÿпи те пур. Планпа ĕçсем çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлмалла, анчах ялта проекта çĕртме уйăхĕн 24-мĕш тĕлнех вĕçлесшĕн.

Тумалли çулсен тăршшĕ 4 километрпа танлашĕ. Ял çулĕсене вак чул сарса якатĕç.

 

Л. ДАЛЫЗИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика