Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем кăмăлпах тĕрлерĕç

29 мая 2019 г.

Чăваш халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕсем çамрăк ăрăва та хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Пирĕн халăхăмăрăн тĕрри, ытти халăх тĕррисемпе танлаштарсан, хăйне евĕрлĕ. Вăл кăткăсрах, илемлĕрех, тăпăл-тăпăл пулнипе уйрăлса тăрать.

Урхас Кушкă шкулĕнче музыка урокĕсене вĕрентекен С. Сергеева 5-мĕш класс ачисемпе ялти Культура çуртĕнче алă ĕçĕпе кăсăк-ланакан Р. Федорова (унтах ĕçлет) йĕркеленĕ чăваш тĕррин куравĕнче пулчĕ. Çак тĕлĕнмелле тĕлпулу хыççăн ачасен те тĕрлес туйăмĕ çуралчĕ.

Р. Федорова тата  С. Сергеева шкул ачисемпе мастер-класс та ирттерчĕç. Вĕренекенсем чăваш тĕррисемпе питĕ кăсăкланчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче çак çĕвĕсемпе усă курчĕç: йĕпкĕн, сиктерĕллĕ, шулам, шурă чăнтăр (мережка), йĕп ум тĕрĕ тата ытти те. Юлашкинчен «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» темăпа хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.

 

Н. ВОЛКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика