Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче

18 мая 2019 г.

Иртнĕ юнкун, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче, Туппай Ĕсмĕл ялĕнче пурăнакан Мария Сергеевнăпа Василий Трофимович ГЕРЯЧЕВСЕМ мăшăрланнăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç.

Çемье телейне мăшăр пысăк юратура тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинче курать. Вĕсем икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вара 6 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук ватăсене савăнтараççĕ.

Пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕпе çур ĕмĕр ытла пĕрле утнă мăшăра Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ  В. Кураков, администрацин специалист-эксперчĕсем Л. Далызина тата Р. Калинина ăшшăн саламларĕç.

Владимир Федотович пĕр-пĕрне юратса, парăнса пурăннă, ĕçченлĕхĕпе палăрнă, çĕршыва тивĕçлĕ ачасем пăхса ÿстернĕ мăшăра саламланă май ял хутлăхĕн администрацийĕн грамотине тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех вăл Герячевсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе, пурнăçа юратнипе тата ырă кăмăлĕпе уйрăмах паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Хисеплĕ ватăсене нумай çул телейлĕ пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика