Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра - чи малти

02 апреля 2019 г.

Октябрьски салинче пурăнакан Марина Алексеевна ВАСИЛЬЕВА кашни çулах Октябрьски райпоне типĕтнĕ эмел курăкĕ пуçтарса парать. Кăçал та, пĕлтĕр те унăн кăтартăвĕ республикăра чи лайăххи пулнă. Сăмахран, виçĕмçул Марина Алексеевна 3 тонна ытла курăк пуçтарса панă. Кăçал ку цифра пĕчĕкрех пулсан та ăна Чăваш Енре çитекенни пулман. Паллах, хĕрарăма ывăлĕ те, упăшки те пулăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра кашни кун тенĕ пекех тухаççĕ вĕсем çывăхри çарансем, уçланкăсем çине. Тем тĕрлĕ курăк та пуçтараççĕ, вĕсем хăш вырăнта ỹснине аван пĕлеççĕ. Тепĕр чух Туçи, Мерчен ялĕсен тăрăхне те çитеççĕ. "Хурăн çулçи пуçтарма тупăшлăрах, - тет Марина Алексеевна. - Халь çамрăк хурăнсем таçта та ỹсеççĕ. Çу уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ вĕçленичченех пуçтарма пулать хурăн çулçине. Типессе те хăвăрт типет вăл". Марина Алексеена пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕç (хăй вăл райпора 18 çул вăй хурать ĕнтĕ) ỹркенмесен лайăх тупăш парать. Пĕлтĕр, сăмахран, 70 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ, виçĕмçул ытларах та - 150 пин. Çак укçа пулăшнипех çемье çăмăл машина туянма пултарнă. Ĕнер райпо правленийĕ сĕт, аш тата эмел курăкĕ чи нумай пуçтарса паракансене дипломсем тата укçан парнесем парса хавхалантарчĕ. Кун çинчен эпир сире хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче тĕплĕнрех каласа парăпăр.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика