Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вырăнĕсем пур, ĕçлес кăмăл пысăк пулмалла

25 сентября 2018 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К. Яковлев ертсе пыракан ушкăнра район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, "Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăхĕ" патшалăх управленийĕн директорĕ Ю. Попов тата Шĕнерпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров пулчĕç. Информкун вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников пухăннисене Чăваш Республикин пенси законодательствине кĕртме палăртнă улшăнусемпе паллаштарчĕ. "Раççей Президенчĕ граждансен пурнăç тăршшĕне 80 çула çитересси çинчен каларĕ. Чăнах та, юлашки вăхăтра вăл самаях ỹснине палăртмалла. Чылай çул каярах пĕр пенсионера виçĕ-тăватă ĕçлекен лекнĕ пулсан, халь çак хисеп чылай пĕчĕкрех. Тепĕр енчен илсессĕн саккунăн ырă енĕсем те сахал мар. Нумай ачаллă амăшĕсем пенсие маларах кайма пултараççĕ. Ку çемьери ача шутĕ-нчен килĕ. Тĕслĕхрен, пилĕк е ытларах ача амăшĕ тивĕçлĕ канăва, малтанхи пекех, 50 çултах тухма пултарĕ", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Диалог ăнăçлă иртнине палăртса хăварма та пулать. Граждансем хăйсене тахçанах канăçсăрлантарнă ыйтусене пама пултарчĕç, влаçсем тунă ỹсĕмсем çине пăхса малалла тăвас утăм çинчен калаçрĕç. Вĕсене ĕç укçи сахал пулни, ĕç шыраса Мускав таран çитни, тара илнĕ çурта газ кĕртесси тата ытти çивĕч ыйтусем интереслентерчĕç. "Çитĕннĕ çын ĕçсĕр ларни килĕшỹсĕр. Çукка ярса нăйкăшса лармалла мар. Хуларах, хамăр администраци çуртĕнче те, çу заводĕн- че, темĕн чухлĕ ваканси. Ĕç вырăнĕ тупса парасса кĕтсе ларсассăн килтен те тухаймăн. "Çук" теесси вара шырассинчен çăмăлтарах",- çапла хуравларĕ ыйту çине Анатолий Аркадьевич. "Çĕршывра тĕрлĕрен граждансем пурăнаççĕ, вĕсем тĕрлĕ чунлă, тĕрлĕ шухăшлă, кашнин патне хăйĕн çулне тупас пулать, пурте Мускавра та ĕç тупаймаççĕ. Çапах та пур ĕçре те çирĕп кăмăл-туйăмсăр нимĕн те тухмасть. Патшалăх пĕр çынна та пăрахмасть, пурне те вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать", - терĕ культура министрĕ те. Тĕлпулу вăхăтĕнче татса парайман ыйтусене вăл каярах ĕçтешĕсем патне çитерме шантарчĕ. Делегаци ĕçĕ малалла Шĕнерпуç библиотекинче тăсăлчĕ. Кунта информушкăн ял халăхĕпе тĕл пулса çивĕч тăракан проблемăсене сỹтсе яврĕ.

И. ЭТМЕНЬ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика