Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомание хирĕç пур енлĕн кĕрешмелле

17 июня 2013 г.

Иртнĕ ытларикун район прокуратуринче «Çавра сĕтел» пулчĕ. Ăна район прокурорĕн çумĕ И. Коротков наркомание хирĕç кĕрешес тĕллевпе «Пĕлтер, ăçта вилĕм сутаççĕ» темăпа ирттерчĕ. Ку «çавра сĕтеле» Раççей Федерацийĕн УФСКН Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкарти районсем хушшинчи пайĕн кĕçĕн оперуполномоченнăйĕ А. Карамаликов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К. Федорова, Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Мариинско-Посадский» пай пуçлăхĕн çумĕ А. Иванов, Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Аксенова тата ыттисем те хутшăнчĕç. Наркомани – хальхи вăхăтри чи хăрушă пулăмсенчен е чирсенчен пĕриĕ Вăл çитĕнсе пыракан ăрăвăн пуласлăхне пĕтерекен, унăн малашлăх алăкне хупакан, çамрăксен шăпине амантса пурнăçне туртса илекен тÿнтерле пулăм. Çавăнпа та ăна хирĕç пĕтĕм вăя хурса кĕрешмелле, çамрăксем унăн серепине ан çакланччăр тесе тăрăшмалла. Çавна май «çавра сĕтеле» хутшăннă представительсем наркоманипе кĕрешес ĕçе вăйлатмалли мерăсем çинчен калаçрĕç, ку енĕпе республикăра районта туса ирттерекен мероприятисене тишкерчĕç, малашне мĕн тумаллине палăртрĕç. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен наркоманипе кĕрешессипе уйăхлăх иртет. Çак уйăхлăх вăхăтĕнче асăннă темăпа тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттерме палăртрĕç «çавра сĕтеле» хутшăннисем. Вĕсен шутĕнче районти тĕп библиотекăра наркомани сиенĕ çинчен калакан выставка-презентаци, калаçу,лекци-урок ирттерме палăртнă. Çав шутрах «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акции, «Атте, анне тата эпĕ - юрлакан çемье» мероприятисем те пулĕç. Кунсăр пуçне «çавра сĕтел» çуртĕнче хăйсен сĕнĕвĕсене те пачĕç. Шкулсенче, «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче ĕçлекен çуллахи лагерьсенче, сывлăха çирĕплетмелли «Шурă чулсем» лагерьте наркоманипе кĕрешессипе çыхăннă пур органсен представителĕсем те тĕлпулусемĕ калаçусем (çав шутра медицинăпа аптека ĕçченĕсемпе те) ирттерме палăртнă. Çак темăпах ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне тума, магазинсемпе урамсенчи реклама щичĕсем çинче тата маршрут автобусĕсен салонĕсенче «Наркотиксене – хирĕç!» листовкăсем вырнаçтарсан та аван пулмалла терĕç. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа мĕн кĕркуннечченех ял хутлăхĕсенче «Мак» операци ирттерĕç. Наркомансемпе пурте пĕрле кар тăрса кĕрешсен çак усал пулăма çĕнтерме, çамрăксене унăн тискер серепинчен çăлма пулатех.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429570, Чувашия, г. Мариинский Посад, ул. Николаева д.47
Телефон: 8(83542) 2-14-06
Факс: 8(83542) 2-14-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика