Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула савăнăçлă ирттерер

26 декабря 2016 г.

Çĕнĕ çул уявĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Кашниех çак уяв савăнăç кỹтĕр, ырăпа кăна асра юлтăр тесе тăрăшать. Хăшĕ-пĕрисем уяв вăхăтĕнче асăрханулăх пирки манса каяççĕ. Шел те, Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркисене шута илменнине пула çынсен сывлăхĕ сиенленнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсенче 32 пин ытла çынна пулăшу панă, вĕсенчен 6717 ачана. Чи анлă сарăлнă инкексем - ỹксе аманни, эрехпе е апатпа наркăмăшланни, ỹсĕрсене тăм илни, шампань эрехĕн пăккипе куçа амантни, аллерги, ытти инкек-синкек. Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă пирки пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 9 çынна илсе çитернĕ, вĕсенчен улттăшĕ - ачасем. Шел пулин те, пĕр çул та инкексĕр иртмест. Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Уйрăмах çамрăксем маларах пиротехника хатĕрĕсене илсе хураççĕ. Анчах çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине час-часах манаççĕ. Яланах асра тытмалла, "салют" илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеке лекес мар тесен, çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла? вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине сăнаса пăхмалла? чĕркеме йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар? пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкци пуррине кăна туянмалла. Ачасене аслисемсĕр вĕсемпе усă курма чармалла. Салют ямалли вырăна малтанах суйламалла. Çиллĕ çанталăкра, унăн хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан, пиротехникăпа усă курма юрамасть. Салютсене ỹсĕрле яни те час-часах инкек патне илсе çитерме пултарать, çавăнпа та ỹсĕр çынсен пиротехника хатĕрĕсем патне пымалла мар. Çĕнĕ çул каçхине шампань кĕленчине тĕрĕс мар уçнă чух сиенленни те час-часах тĕл пулать. Сăмах май, кĕленчерен пăкă сехетре 40 километр хăвăртлăхпа сирпĕнсе тухать. Куçа пырса тăрăнсан суккăрланас хăрушлăх питĕ пысăк. Пурте тенĕ пекех уяв валли пуян сĕтел хатĕрлеççĕ. Шел те, Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат- çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те тăшмансем пулса тăраççĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ỹсет. Çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кỹрет. Сĕтел çинче пахчаçимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла. Клетчатка организма ытлашши çисе лартасран хỹтĕлĕ.Тăварлă çимĕç ытлашши пулсан вара организмра шĕвек тытăнса тăрать. Кашни апата кăшт кăна çисе пăхни те çителĕклĕ. Тăхтавсем тумалла, урама тухса уçăлмалла. Эрех сиенĕ çинчен те асра тытмалла. Нумайăшĕ кирек мĕнле уява та эрехпе ирттереççĕ, унсăр савăнма пĕлмеççĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах ỹсĕр çынсем ĕнтĕ инкеке лекеççĕ. Çавăнпа та малтанхи черккене ĕçес умĕн малалла мĕн пулма пултарасси, ỹсĕрĕлсен çын хăйне хăй алăра тытайманни, лару-тăрăва тĕрĕс хак парайманни пирки шухăшламалла. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитермест, унсăрах уява тус-тăвансемпе пĕрле савăнăçлă ирттерме пулать. Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр! Е. ЕГОРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика