Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцие хирĕç кĕрешме

05 декабря 2016 г.

Иртнĕ ытларикун Чăваш Республикин прокуратуринче республикăри право йĕркин органĕсен ертỹçисен ведомствăсем хушшинчи канашлăвĕ пулчĕ. Унта Чăваш Республикин прокурорĕ С.Легостаев, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн ертỹçи А.Мигушов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ С.Неяскин, Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх управленийĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи С.Софронов, район прокурорĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Канашлура право йĕркин органĕсем коррупципе çыхăннă преступленисене хирĕç кĕрешнине пĕтĕмлетрĕç. Вăл шутра патшалăхăн тĕллевлĕ программисене пурнăçлама уйăрнă бюджет укçипе кирлĕ пек усă курманнипе, саккуна хирĕçле майпа тунă тупăша легализациленипе , патшалăха кỹнĕ тăкака саплаштарма пурлăха конфискацилессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Канашлăва хутшăнакансем республикăра коррупцие хирĕç кĕрешесси пур енлĕн пынине палăртрĕç. Çапах та коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем право хутшăнăвĕсен тĕрлĕ сферисенче палăраççĕ, вăл шутра - бюджет, налук, патшалăх тата муниципалитет пурлăхне, çĕрпе усă курнине йĕркелесе пыракан законодательствăра. Уйрăмах бюджет укçине пайланине тата тăкакланине, патшалăхăн тата муниципалитетăн пурлăхĕпе усă курнине, патшалăх тата муниципалитет аллинчи çĕр участокĕсене сутса-туяннине, патшалăх тата муниципалитет органĕсем тавар тăратма, пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама, тивĕçтерỹ-пулăшу кỹме саккассем тăратнине уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Тĕлпулу ĕçне пĕтĕмлетсе, унта хутшăнакансем çитменлĕхсене пĕтерме, коррупципе кĕрешес ĕçе вăйлатма çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç. Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика