Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран сыхланăр!

01 февраля 2016 г.

Кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, тĕрлĕ вируслă чирсем ашкăнма пуçлаççĕ. Çак вăхăтра хамăр сывлăха мĕнле упрамалли çинчен, чирсенчен мĕнле сыхланмалли çинчен Республикăн профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна ЕГОРОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр. -Ытларах мĕнле вирус чирĕ тĕл пулать пирĕн республикăра. -Кашни çулах, уйрăмах çак вăхăтсенче, грипп канăç памасть. Грипп чирне виçĕ тĕрлĕ вирус - А, В, С пуçласа яраççĕ. Грипп ытларах А вирус ернипе пуçланать, иккĕмĕш вырăнта - В вирус ернипе. С вирус вара ытларах çăмăл формăллă чирĕн сăлтавĕ. А вирус питĕ улшăнма пултарать, çавăнпа та ĕнтĕ, çынсен çулсеренех грипăн çĕнелнĕ вирусĕсемпе кĕрешме тивет. Унсăр пуçне, çав вируссем пысăк градуслă сивĕре те пĕтмеççĕ, çавăнпа чир эпидемийĕ анлă сарăлать, тăтăшах аталанать. Юлашки виçĕ эрнере пирĕн республикăра 5561çын гриппа тата респираторлă чирсемпе чирленĕ, вĕсенчен 63: -14 çула çитмен ачасем. Чирлекенсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ытларах. Чирлекенсен хушшинче вирус А, парагрипп, аденовирус тупса палăртнă. Грипа пуçласа яракан А вируса, тепĕр майлă - Н1N1 е сысна вирусĕ тесе калаççĕ. Çак грипп уйрăмах йывăр чирсене куçнипе хăрушă. Ытларах ачасемпе ватă çынсене вăйлах амантма пултарать. Çавăнпа пурин те хỹтлĕх мелĕсене тимлĕн пăхăнмалла, вирус ертсен тухтăра чĕнмеллех. -Ăçтан ерет -ха çак чир. -Грипп чирлĕ çынтан тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен куçать. Вĕсем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк 2 метртан пуçласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа ỹсĕрнĕ - сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Сăмах май, грипп тата таса мар алă урлă та ерет. Çавăнпа хăвăр чирлесен те, килте гриплă çын пулсан тата урамран киле килсен алла тăтăшрах çумалла. Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать, ỹт-пỹ температури 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма тытăнать. Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывăр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ытти чире те куçма пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. - Грипп чирĕ çакланчех пулсан мĕн тумалла-ха. - Енчен те чир çакланчех пулсан, тухтăр сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Чир хĕрсе çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле, сĕткен, морс, чей лайăх. Шур çырлинчен, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă. Температура пысăк чухне тухтăр çырса панă эмелсене ĕçмелле. -Грипп ерсен мĕн тума юрамасть-ха. -Килтен ан тухăр! Мĕншĕн тесен чир пуçламăшĕ кĕтменлĕхсемпе паллă, çыннăн ỹт температури кĕске хушăрах 40 градуса çити хăвăрт хăпарса кайма пултарать. Антибиотик ĕçме ан васкăр! Грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хỹтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ. Грипран антибиотиксем ĕçсен дисбактериоз пуçланма пултарать. Кайран вара унран нумай вăхăт хушши сипленме лекет. 38,5 градусран пĕчĕкрех температурăна чакарма ан васкăр! Пысăк температура - вируссемпе кĕрешекен организмăн хỹтлĕх реакцийĕ. Температура хăпарсан ăшă процедурăсем - ванна, горчичник, грелка, ăшă чĕркени, банка, вĕри мунча - юрамаççĕ. Çакна пула тата ытларах вĕрилентерме пултарать, чир шала каять. Ĕçе ан васкăр! Чире ура çинче ирттерекенсен ытларах грипп йывăрланса урăх йывăр чирсене куçма пултарать. Грипран сывалса пыракан çыннăн халсăрлăх, вăйсăрлăх - чылайлăха сыхланса юлать. Çавăнпа сирĕнтен ĕçре те усă нумай пулаймĕ. Тата грипп вирусĕсене сарса сывă çынсене чирлеттерсе яма пултаратăр. -Сывă çынсен грипран мĕнле сыхланмалла-ха. - Пĕрремĕш вăл, паллах, прививка туса. Анчах та прививкăна вăхăтра тумалла. Чир алхаснă вăхăтра ăна тунин уссийĕ çук. Кашни çулах кĕркунне грипран прививка тăваççĕ. Вăхăтра прививка тутарнисем вара нумайăшĕ чирлемеççĕ е чирлесен те ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вакцина кăларакансем вирус улшăннине шута илсе çулсерен вакцинăна та улăштарсах тăраççĕ. Кĕркунне тунă вакцинăна шăпах Н1N1 грипран тата иммунитета устерекен компонентсем кĕреççĕ. Прививка уйрăмах çак çынсене кирлĕ, 60 çултан каçнисене, шкул ачисене, час-часах чирлекенсене, медицинăпа вĕренỹ ĕçченĕсене, транспорт, суту-илỹ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене тата ыттисене те. Прививкăсăр пуçне, чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ỹстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл - лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ. Суханпа ыхра та мĕн авалтанпах ку енĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнă. Пỹлĕмри вируссене пĕтерме вĕсене вакласа, савăт çинче тытмалла. Кашни кун ыхран пĕр шăлне çимелле. Таса, уçă сывлăшпа сывласа çỹрени ỹпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать. Кил-çурта, пỹлĕме час-часах уçăлтармалла. Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле. Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтăр сĕнĕвĕсене асра тытса тимлĕн сипленмелле. Сывă пулăр!

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика