Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çулталăкне вĕçлесе

13 декабря 2014 г.

Культура çулталăкĕ вĕçленнине халалласа Чăнкасси ял тăрăхĕнче интереслĕ те хăйне евĕр мероприятисем ирттернĕ. Акă, Шанарпуç клубĕнче тата Çĕнĕ Куснарти ял библиотекинче иртнĕ эстрада концерчĕн программине музыка, литература, хореографи, театр элеменчĕсене кĕртнĕ. Пуян программа куракансене хăйсене те уява активлă явăçтарнă, тĕрлĕ конкурссем те пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Чăнкассинчи Культура центрĕнчи савăнăçлă концертра вара "Энĕш" ансамбль вырăс тата чăваш юррисене шăрантарнă. Концерта пухăннисене саламласа Чăнкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев сăмах тухса каланă. Культура çулталăкĕ кунта пурăнакансемшĕн ăнăçлă иртнине çак концертсем те кăтартса параççĕ.

Н. ТИТОВА, Чăнкассинчи Культура çурчĕн ертỹçи.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика