Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пирĕн пуласлăх…

11 октября 2014 г.

Чăннипех интереслĕ те тарăн шухăш пытаннă çакă виçĕ сăмахра - "Ачасем - пирĕн пуласлăх". Мĕн тумалла-ха, мĕнлерех çитĕнтермелле-ха пирĕн хальхи ăрăва малашнехи пурнăç пуян, интереслĕ те тивĕçлĕ пултăр, ватлăхра мăнуксем хисеплеччĕр, хăйсем те савăнăçлă пурнăçпа пурăнччăр тесен? Кам татса пама пултарĕ-ши çак ыйтăва? Тен, пуçлăхсем парĕç хуравне, тен, вĕрентекенсем, психологсем е ашшĕ-амăшĕ? Эпĕ, Андрей Кузнецов юрăç, Сĕнтĕрвăрри районĕн "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх ертỹçи, паянхи кун хамăн юратнă мăшăрпа икĕ ача - çичĕ çулхи ывăлпа пилĕк çулхи хĕрача çитĕнтеретĕп. Ман шутпа, кашни çыннăн пуçĕнче маларах çĕкленĕ ыйтусен хуравĕ пур, пурте "мĕн акнă, çавă шăтассине" аван пĕлетпĕр. Анчах "акни" кăна çителĕклĕ мар, "тухăçĕ" лайăх, ăслă-тăнлă, анлă курăмлă таврапĕлỹллĕ, сывлăхлă пултăр тесен, ăна кунран-кун хамăр ырă тĕслĕхсемпе çирĕп çитĕнтерсе пымалла. Паянхи кун ачасен пурнăçĕ лайăх пултăр тесе, патшалăх нумай ырă ĕç тăвать, уйрăмах тăлăха юлнă е тĕрлĕ чир-чĕр-пе аптракан ачасене пулăшу параççĕ. Ку, паллах, кирлĕ ĕç, анчах ачана ытлашши нумай шеллени, пуçран ачашласа кăна ỹстерни усăллă-ши тесе шутлатăп. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, çавăнпа пурнăç ăна тĕрлĕ йывăрлăхсем ярса парать, вĕсене çĕнтерме çыннăн хăйĕн тăрăшмалла, пирĕн вара пĕлнĕ таран вĕрентсе кăна пымалла. Ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем: "Енчен те çынна пулă çитерсен, вăл пĕр хушă тутă пулать, кайран каллех пулă ыйтать. Енчен те ăна вăлта тума, кайран пулă тытма вĕрентсен, вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тутă пулать, вĕрентекене тав тăвать". Ман шутпа, пирĕн ачасене кăна мар, пурне те хисеплемелле, çак пархатарлă ĕçе вара хамăртан пуçламалла. Хăйне хакламан çын теприне ниепле те хисеплеме пултараймасть, тепĕр тесен, унăн теприне сĕнỹ пама е вĕрентме ирĕкĕ те çук. Шел, çакна та паянхи кун нумайăшĕ шута илмеççĕ, ачисем ашшĕ-амăшне улăштарас енĕпе тăрăшаççĕ, çывăх çыннисем вара тĕпренчĕкĕсене вăрçа-вăрçа е хăратса парăнтараççĕ. Паллах, вара ачасем атте-анне юратăвĕ сỹнесрен хăраса, хăйсен "пуçĕсене" çухатса вĕсем каланă пек пурăнма пуçлаççĕ. Ватăлсан хăшпĕ-рисем ашшĕ-амăшĕсен йăнăшĕсене е "пиçиххийĕсене" каялла тавăраççĕ. Çакăнтан манăн яланах ыйту сиксе тухать: "Калăр-ха мана, тархасшăн, мĕнле майпа çын тепĕр çынна сывă пурнăç йĕркине вĕрентме пултарать, енчен те вăл хăй те ăна пăхăнмасть пулсассăн( Теприне чĕлĕм туртнăшăн е эрех ĕçнĕшĕн вăрçма çыннăн ирĕк пур-ши, енчен те вăл хăй те çак наркăмăшсемпе айкашать пулсан(" Чăннипех те пуçа хыçтараççĕ çак ыйтусем. Тĕп шухăшран кăшт пăрăнса илтĕм, тăванăмăрсем, анчах та кун пирки çырмасăр чун чăтмарĕ манăн. Шăп та лăп çак маларах каланă сăмахсене шута илсе, тен, эпир тунă тĕслĕхсемпе усă курса ытти ырă çынсем №ун пеккисем нумай çĕр çинче№ эпир Чăваш Республикинче пурăнакан çамрăксем, вĕсен шутĕнче эпĕ те, çавăн пекех Антон Васильев, Александр Пантилов тата ыттисем ялта пурăнакан йывăр лару-тăруллă çемьери ачасене уяв туса парас терĕмĕр. Пĕр сăлтавсăр, ахалех. Эпир Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăчасен "Колобок-ленд" центр директорĕнчен пулăшу ыйтрăмăр. Александр Сергеевич пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ, кашни ача валли икĕ сехет хушши вылямалли ятарлă карттăсем туса пама шантарчĕ, килнĕ хăнасене апатлантарма та сăмах пачĕ. Чи малтанах хам çуралса ỹснĕ тăван кĕтесе, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкул директорĕ Г. Григорьев патне çак шухăша илсе çитертĕм. Эпĕ каланă сăмахсене вăл хаваспах йышăнчĕ, вара эпир пĕрле планланă ĕçе пурнăçлама уяв кунне, вăхăтне палăртрăмăр. Калаçса татăлтăмăр тесе шутларăм. Анчах та темле сăлтавсемпе мана панă сăмахсем пурнăçланмарĕç. Тĕл пулмалли вăхăтчен пĕр сехет маларах шăнкăравласа пĕлтерчĕç: ачасем чирленĕ пирки килмеççĕ-мĕн. Эпĕ, паллах, алăсене усмарăм, тỹрех Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Григорьевпа çыхăнтăм, ăнăçсăр лару-тăру пирки пĕлтертĕм. Район администрацийĕн пуçлăхĕ мана хавхалантарса ячĕ, ман умрах Шуршăл шкул директорĕ патне шăнкăравласа, кĕске вăхăтрах çак ыйту çине хурав пама шантарчĕ, ачасене автобуспа тивĕçтерме те сăмах пачĕ. Акă, çитрĕ те çак палăртнă, кĕтнĕ кун. Ирхине ирех "Колобок-ленд" алăкĕсем уçăлсанах çирĕм шăпăрлан вылямалли ятарлă пỹлĕме хĕпĕртесе чупса кĕчĕç. Вĕсене кунта ĕçлекенсем хаваслăн кĕтсе илчĕç, икĕ сехет хушши ачасем савăнчĕç, вылярĕç, кулчĕç. Кайран вара тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Эпир хамăр та çак пархатарлă ĕçшĕн питĕ çунатлантăмăр, ачасене асăнмалăх тĕрлĕ парнесем патăмăр. Шкул ачисем хăйсене валли çав тери савăнăçлă уяв туса панишĕн чĕререн тав турĕç, килĕсене тулли кăмăлпа васкарĕç. А. КУЗНЕЦОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика