Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли - çемье, юрату, шанчăклăх

12 июля 2014 г.

Чи кирли - çемье, юрату, шанчăклăх

Çу тỹпинче, çăка чечекĕ асамлă çуралнă вăхăтра, çутçанталăкăн чи илемлĕ тапхăрĕнче паллă тума йышăннă чи илемлĕ уявсенчен пĕри - Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ. Çак питех те пĕлтерĕшлĕ символла уяв. Ăна Муром хулинчи Петĕрпе Феврони çветтуйсемпе çыхăнтараççĕ. Çак мăшăр çемьен чи таса тĕслĕхĕ шутланать. Кунсăр пуçне вĕсем çемье çирĕплĕхне сыхлакан православи управçисем. Уявăн чăн тĕп тĕллевĕ çемьесене çирĕплетесси, унăн йăли-йĕркине упрасси. Çемьери килĕштỹпе тату, унăн çирĕплĕхĕ патшалăх çирĕплĕхне пĕлтереççĕ, мĕншĕн тесен патшалăх çемье çинче никĕсленсе тăрать. Çĕнĕ е "çамрăк" уяв пулсан та вăл пирĕн пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ темелле. Акă, ку эрнери ытларикун Сĕнтĕрвăрри хулинчи Культура лапамĕнче Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă турĕç. Уява район пуçлăхĕ В. Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмĕн районти ĕç тăвакан комитечĕн ерттỹçи Е. Лысова хутшăнчĕç. Çак анлă Атăл хĕрринче иртекен çемье уявне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Мероприятие уçнă май В. Григорьев пухăннисене пурне те çак чаплă сăлтавпа саламларĕ, çемьесене тăнăçлăхпа юрату, шанчăклăхпа килĕштỹ сунчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шакăлтатса пурăнакан, ырă-сывă, çĕршыва юрăхлă, тивĕçлĕ ывăл-хĕрсем çитĕнтернĕ мăшăрсем çак кун "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçрĕç. Вĕсен шутĕнче Владимир Николаевичпа Наталия Семеновна Андреевсем тата Владимир Алексеевичпа Юлия Васильевна Макаровсем пулчĕç. Андреевсен çемйи чăмăртанни 40 çул. Мăшăр хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани, аслă пĕлтỹ парса, ĕçе юратма, ырра хаклама вĕрентсе çитĕнтернĕ. Халĕ вара 9 мăнукне тĕрĕс воспитани пама пулăшаççĕ. Çемье пуçĕ Владимир Николаевич Сĕнтĕрвăрри хулинче çамрăксен спорт шкулĕнче нумай çул хушши директор пулса ĕçленĕ, "Раççей Федерацийĕн халăх çутĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ". Наталия Семеновна та педагог, вăл халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ. Пилĕк ача çуратса тỹстернĕшĕн ăна "Амăшĕн медалĕпе" чысланă. Аксарин ял хутлăхĕнчи Владимир Николаевичпа Юлия Васильевна Макаровсем те çак кун чыса тивĕçрĕç. Ял хутлăхĕнчи обществăлла ĕçсене (тирпей-илем кĕртессине те), культура мероприятийĕсене те çак хисеплĕ мăшăр активлă хутшăнать. Хăйсен тăван ачисене тĕрĕс-тĕкел, кирлĕ воспитани парса тỹстернĕ пек, халĕ усрав ачасене тỹстереççĕ. Çемьене халалланă уявра район пуçлăхĕпе В. Морозовпа Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ иерей Георгий те пухăннисене саламларĕç. Вĕсем çемье телейĕ килĕштỹлĕхре, пĕр-пĕрне хисепленинче, юратнинче пулнине палăртса каларĕç. Çавăн чухне тин çемье ăшши кашни унăн членне ĕмĕр тăршшĕпе ăшăтса, упраса пурăнĕ. Пирĕн районта вара тĕслĕхлĕ, телейлĕ çемьесем, пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе, пĕр сăмахран пурăнакансем чылай. Сăмахран, районта 60 çул пĕрле пурăнакан 12 мăшăр шутланать. Карапаш ялĕнчи Демьяновсен çемйи те ырă тĕслĕхлĕ. Антонина Васильевнăпа Иван Сергеевич кăçал хăйсем мăшăрланнин 50 çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Çемье уявĕн кунĕнче вĕсене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмĕн районти ĕçтăвакан комитечĕн ерттỹçийĕ Е. Лысова саламларĕ, парне пачĕ. Асăннă уяв малалла илемлĕ концерт программипе тăсăлчĕ. Пухăннисене вырăс юррисен тата чăваш юррисен халăх хорĕсем, Валентина Казанцевăпа Дарья Офицерова дуэчĕ, Леонидпа Наталья Андреевсем, ачасен вокал ансамблĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Савăк юрă, уявăн символĕпе (салтак ттỹмисен çыххипе) илемлетнĕ Атăл хĕрри юханшыв тăрăх Сĕнтĕрвăрри хули патĕнчен ишсе иртекен виçĕ палубăллă шурă пăрахутри туристсен кăмăлне те çĕклерĕ.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика