Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнтĕрвăррисем те хутшăнчĕç

26 июня 2014 г.

Республика кунĕ умĕн регионсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав кашни çул иртет. Кăçал та XXI курав Шупашкар хулинчи "Контур" суту-илỹ тата выставка комплексĕнче çĕртме уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче пулчĕ.

Çак кунсенчех Чăваш Республикин тĕп хулинче "Раççей регионĕсем - пĕр тикĕс аталану" VII экономика форумĕ, Оперăпа балет театрĕнче пленарлă лару хăй тавра энергетика, промышленноç тата ытти министерство представителĕсене пуçтарчĕ. Асăннă мероприятисен ĕçне Раççей Федерацийĕн 24 субъектĕнчен тата ют çĕршывсен представителĕсем 1000 ытла çын хутшăнчĕç. Уява пухăннисене республикăра туса кăларакан çĕнĕ таварпа паллаштарчĕç, çав шутра вак тата вăтам бизнесăн продукцийĕпе те. Калама кăмăллă, "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курава республикăри ытти районсемпе пĕрле пирĕн район представителĕсем те активлă хутшăнчĕç. Район делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев ертсе пычĕ. Район тăратнă экспозиципе курава хутшăнакансем кăсăкланса паллашрĕç. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ тĕрлĕ енчен аталаннине вăл пур енлĕн сăнласа парать-çке. Курава халăх алĕç ăсталăхĕн пуянлăхĕ, 11-мĕш професси училищин хăваран авса тунă ерешĕсемпе кил-çурт иртерьерĕн япалисем, Т. Ефимова тăмран çăрса ăсталанă теттесемпе сувенирсене анлă тăратнă. Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр завочĕн продукцийĕ вара куçа çех мар, тутăлăх сисĕмĕсене те илĕртрĕ. "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" кураври Сĕнтĕрвăрри районĕ тăратнă экспозицие вара район администрацийĕн пуçлăхĕпе В. Григорьевпа пĕрле "Мария императрица" тата "мещенпе купса майрисем" презентацилерĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика