Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене хисеплеççĕ

01 февраля 2014 г.

Ватăсене хисеплеççĕ

Чăнкасси тăрăхĕнчи çынсем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Сивĕ хĕл кунĕсене пăхмасăрах кунта тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Пĕри тепринчен интереслĕрех. Кăçалхи çула кĕрсенех ял хутлăхĕнче виçĕ ылтăн туй пулчĕ,кăшт маларах вара тăхăр мăшăр хăйсен ылтăн туйĕсене паллă турĕç.

Çуралнă кунсен юбилейĕсем те чылай.Чăнкассинчи культура аталанăвĕн тата библиотека тивĕçтерĕвĕсен Центрĕн ĕçченĕсем хаппăлласах юбилярсене саламлаççĕ, юрă- ташăпа савăнтараççĕ. Акă, нумаях пулмасть Шанарпуç ялĕнче пурăнакан 90 çулхи ĕç ветеранне, Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмне, Нина Семеновна Когыревăна уяв ячĕпе саламлама Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев тата культура ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Хăйĕн пурнăç çулне шкулпа, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă, нумай çул хушши вĕрентекен пулса ырми-канми тăрăшнă Нина Семеновна. Çак паллă куна уявлама ветеран патне пухăннă унран ăс пухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисен тăнлавĕсене те кĕмĕл тĕс çапнă ĕнтĕ. Тăван хĕрĕсем те учитель пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Уяв кунĕнче Нина Семеновнăна вĕсем пурте саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, татах та нумай çул пурăнма Турă пулăштăр терĕç. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев вара Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе пĕрле парне те тыттарчĕ ветерана.

Çакăн пек саламлă Çырăва кăрлач уйăхĕнче Шупашкар Ĕсмĕл ялĕнче пурăнакан Ольга Степановна Шилова та тивĕçрĕ. Йышлă тăван-хурăнташĕсемпе пĕрле юбиляра 30 ытла мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ саламларĕç .

Хулари 1-мĕш номерлĕ клиника больницин Октябрьскинчи медицина пулăшăвĕн виççĕмĕш уйрăмĕнче пурăнакан Александра Яковлевна Чалыкина та (сăнÿкерчĕкре) 80 çул тултарчĕ. Канлĕ ватлăха çакăнта тупнă ватăна ăшă кăмăлтан саламласа ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев асăнмалăх парне пачĕ. Хутлăх специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем вара юрăсемпе савăнтарчĕç.

Анатри Кушмарара пурăнакан Любовь Даниловна Вотякова вара шăп та лăп Кăшарни кун хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ун патне те ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ культура центрĕн ĕçченĕсемпе килсе çитрĕ. Ырă суннипе пĕрлех вĕсем Любовь Даниловнăна тăван ялшăн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕç, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Г. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика