Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тараватлă тĕлпулу

14 декабря 2013 г.

Пурте пĕрле каçсерен улах ларнинчен мĕн ырăраххи пур-ши. Пухăннă хăнасем (вĕсем хушшинче ача чухнех юлташланнисем те, пĕр-пĕрне çак таранччен палламаннисем те, тĕрлĕ туртăмлă, шухăш-кăмăллисем те) йăлтах калаçăва хутшăнаççĕ, пулни-иртнине, асаилĕвĕсене каласа кăтартаççĕ.

Акă, çак кунсенче Чăнкасси ял хутлăхĕнче пурăнакансене те Культура керменĕнче пуçтарăнма ырă сăлтав пулчĕ. «Эпир чей ĕçсе тунсăхламастпăр» ятпа иртнĕ кану каçĕнче ял халăхĕ йышлăн пухăнчĕ. Культура ĕçченĕсем те тĕплĕн хатĕрленчĕç çак куна. Пухăннисем валли тĕрлĕ вăйăсем, викторина, ăмăртусем йĕркеленĕ. Вĕсенче хутшăнса пурте хăйсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Ку çеç те мар. Чăнкассинчи Культура центрĕ çумĕнчи ансамбль те çынсене кулăшла юрри-кĕввисемпе хавхалантарчĕ. Çак кун культура «вучахĕн» хăнисем лайăх канчĕç, пĕр-пĕринпе чун-чĕререн калаçса савăнчĕç. Çапла, пĕрле пухăнни кулленхи ĕç-пуçран канма пулăшрĕ, çĕнĕ вăй-хăват хушрĕ.

Чăнах та, хăшпĕр чухне кăмăл пăсăлни, тунсăхлани те пулкалать. Çÿлте асăннă Культура керменĕнче ирттернĕ мероприятисем вара çакна йăлт улăштарĕç. Çапла, тĕлсĕр-йĕрсĕр сÿпĕлтетсе ларни мар, йышпа чей ĕçсе, малтанхине аса илсе ирттернĕ асран кайми тĕлпулусем чуна уçса савăнма пулăшĕç. Кунта сĕтел тулăхлăхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пысăк мар, чи пахи – вашаватлăх, сăпайлăх туйăмĕсем. Чăнкасси ял хутлăхĕнче иртнĕ кану каçĕ вара ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанас килет.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика