Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр - пысăк пурлăх»

12 сентября 2013 г.

«Çĕр - пысăк пурлăх»

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çĕр пулăхлах мар. Кăнтăрарах вырнаçнă хуçалăхсен тырă-пулă, пахча çимĕç тухăçĕ яланах пысăкрах: хура çĕр-çке унта. Апла пулин те Атăл çывăхĕнче вырнаçнă районта çут çанталăк вăтам условийĕсенчех ыттисенчен япăх мар кăтартусемпе ĕçлекен предприятисем пур. Вĕсен йышĕнче виçĕ çул каялла йĕркеленнĕ хресчен-фермер хуçалăхне асăннă пулăттăм. Октябрьскинче вырнаçнăскере Михаил Тагеев ертсе пырать. Ан тив, фермер ĕлĕк совхоз пулнă тапхăрти чухлĕ çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтереймĕ. Штатра - 23 çын. Октябрьскисем çеç мар, Çичĕпÿртрен, Караньялтан ĕçе çÿрекенсем пур.

10 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ

Кирек мĕнле пысăк ĕçе пуçарнă чухне те пĕр ыйту канăç памасть: пуçланине малалла тăсма вăй çитĕ-и? Теветкелленсе пикенни, кайран йăл илейменни - темĕн чухлех. Çирĕплетсех калама пултаратăп - Михаил Леонидович çак тиеве хăйĕн çине илнĕ май мехел çитерессе шаннă. Чăрмавсем пур пулин те пурнăç опычĕ тата йывăрлăха чăтма пултарни çул уçса пырать. Акă кăçал тыр-пул тухăçĕ никама та савăнтармасть, хăш-пĕр хуçалăх пулса çитеймен культурăна шутран та кăларчĕ. Апла пулин те Октябрьскисем килес çул валли вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вырнă чухнех тасатса-сортласа пынă тырă пахалăхĕ аван. Сăмахран, "Казанская - 560" кĕрхи тулă - элита репродукциллĕ, "Рысак" тата "Любава" çурхисем - пĕрремĕш репродукциллĕ. Вăрлăха тин çеç хăтланă 65 метр тăршшĕ сарайне вырнаçтарнă.

Фермер хуçалăхĕ сĕт-çу производствине аталантарас тĕллевлĕ. Çавна май Михаил Леонидович бизнес-план хатĕрлесе конкурса хутшăннă. Пуçаруллă предприниматель хăйĕн ĕçне ăнăçлă хÿтĕлесе 10 миллион тенке тивĕçнĕ. Вăраха ямасăр хăтлă витесем янтăланă, мăйракаллă шултăра выльăх туяннă.

- Сăваканни паян - 105 пуç. Вăтамран ĕне пуçне 12 литр сĕт суса илетпĕр. Продукцие Октябрьскинчи завода, Патăрьел тăрăхĕнчи предпринимателе паратпăр, - паллаштарать ĕç-хĕлпе ертÿçĕ.

Сăвăм вăхăтĕнче витене кĕрсех куртăм: тислĕк купи куç тĕлне пулмарĕ. Продукци пахалăхĕшĕн тăрăшса ятарлă пăрăхсем вырнаçтарнă, сĕт тÿрех сивĕтмĕше пырать. Дояркăсене гигиенăна пăхăнма май туса панă - хăтлă душ пÿлĕмĕ пур. Ферма пуçлăхĕ Ирина Тагеева ĕçтешĕсем тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе кăмăллă.

Ÿркенмен хастарсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ. Акă Артем Каяхов механизатор кун каçа мĕн тĕрлĕ кăна ĕç тумасть! 28 çулти сатур арçын икĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме пултарнă. Ашшĕпе Олег Петровичпа пĕрле ака-суха ĕçне пĕчĕкрен хăнăхнă, техника енне туртăннă.

Сылтăм алă вырăнĕнче

Районта Тагеев хушамата асăнсан ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем Василий Малинин çинчен те шухăшласа илеççĕ. 75 çулти Василий Сергеевича хастар ертÿçĕн вĕрентекенĕ теме те юрать. В.Малинин, "Октябрьский" совхоз директорĕ пулнăскер, ун чухне М.Тагеева бригадир пулма шаннă, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Акă паян каллех çума-çумăн ĕçлеççĕ вĕсем, пĕрле пĕр пăт кăна мар тăвар çинĕ ентешсем.

Василий Малинин - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Хурăньялта йышлă çемьере çуралнă. Ĕçченлĕхĕпе çивĕч ăсне кура шкул пĕтерсенех бригадира суйланă ăна. Салтак хыççăн ял хуçалăх институтне çул тытнă. Аксарина производство практикине килсен çамрăк агрономăн маттурлăхне асăрхаççĕ, хăмлаçăра ĕç каçалăкне пуçăнма сĕнеççĕ. «1980 çулта "Октябрьский" совхоз ертÿçине суйларĕç. 16 çул туртрăм çăмăл мар лава. Çитĕнÿсем пулнах ĕнтĕ. Паянчченех эпир хута янă сĕт завочĕ тытăнса тăрать. Хăй вăхăтĕнче вăл районти мĕн пур хуçалăх сĕтне йышăннă: кунне - 45-50 тонна! Йĕтем çинчи асфальта та ĕçлеме пикенсен сартарнăччĕ. Лаптăкĕ - гектар ытла», - аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Василий Сергеевич, 43-мĕш вырмана ĕçлесе ирттернĕскер.

Опытлă çĕр ĕçченĕпе кăмăлтан калаçнă май вăл пусă çаврăнăшне кĕмен çĕрсен пуласлăхĕ пирки мĕн шухăшланине ыйтрăм.

- 2008 çулта çакăнта пурĕ те 27 гектар çинче тĕрлĕ культура акнăччĕ. М.Тагеева кооператив директорне суйланă хыççăнах пусă çаврăнăшне 174 га кĕчĕ. Акă халĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ хыççăн 1300 ытла га çĕр акăнать. Кăçал усăллă çĕр лаптăкне татах ÿстересшĕн. Паллах, юхăннă вырăнта çĕнĕрен акма пуçăнмашкăн ансат мар, çапах тăрăшсан пулатех, - ыррине шанать хисеплĕ ватă. - Çĕр - пысăк пурлăх, тулĕк унпа усă курма пĕлмелле.

Ирина ПУШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика