Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулчĕç

30 мая 2013 г.

Çак эрнери юнкун, Чăваш Енри мĕнпур хуласемпе районсенчи пекех, пирĕн районта та йăлана кĕнĕ черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ÿавна май Сĕнтĕрвăрри тăрăхне республикăн тĕп хулинчен ятарлă информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсен шутĕнче федераллă службăсемпе тĕрлĕрен ведомство представителĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, влаç органĕсенче ĕçлекенсем. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, кунти социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет председателĕ П. Краснов. Сăмах май каласан, вăл шĕкĕр Шупашкартан килнĕ информушкăн ертÿçи пулчĕ. Унпа пĕрле килнисем, «Чувашавтодор» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн çумĕ С. Лекарев, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин шыравпа оперативлă пай пуçлăхĕ В. Комаров тата ыттисем те.

 

Чи малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе, çавăн пекех вырăнти информаторсемпе те, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев ятарлă канашлу ирттерчĕ, районти паянхи лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăнакансем ушкăнсем çине пайланса районти ĕç коллективĕсене çул тытрĕç. Вĕсем вырăнти халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕç, нумай-нумай ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç.

 

Кĕçех шкулсенче вĕренекенсен каникул кунĕсем пуçланĕç. Шăпах çакна шута илсе ĕнтĕ информаци кунĕн тĕп темисен шутне ачасен çуллахи канăвне кирлĕ пек йĕркелес, вĕсен сывлăхне çирĕплетес, шыва кĕнĕ чух е ытти çĕрте сиксе тухакан хăрушсăрлăх правилисене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ. Ÿавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли çĕнĕлĕхсем çинчен те калаçрĕç информаци кунĕнче. Ÿуллахи шăрăх вăхăтра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулнине шута илсе, çак тема та унта çивĕч пулчĕ темелле.

 

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Давыдова, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ В. Петров чи малтанах хулари 1-мĕш номерлĕ гимназире педколлективпа тĕл пулчĕç.

 

– Сĕнтĕрвăрринче çулталăк каялла пулнăччĕ. Паян вара çак тапхăрта хула мĕнле çĕнелсе улшăннине курса тĕлĕнтĕм, савăнтăм. Унтанпа миçе çĕнĕ объект хута кайнă кунта. Акă, сирĕн шкул, нумай хваттерлĕ çуртсем, халĕ тата çĕнĕ автовокзал çурчĕ çĕкленсе ларнă. Сирĕн район çакăн пек малалла аталанма пултарни чăннипех те кунти динамика çÿллĕ шайра пулнине пĕлтерет, – çапларах пуçларĕ хăйĕн сăмахне Петр Степанович. – Ял хуçалăхĕнче те ырă улшăнусем пурри савăнтарать. Республикăра кашни ĕнерен сĕт суса илессипе мала тухни, темиçе çул усăсăр выртнă çĕрсене ĕçе кĕртни, выльăх шутне ÿстерсе пыни – çаксем, паллах, район хăвăрт аталанма пуçлани çинчен калаççĕ, – терĕ вăл малалла. Информаци кунĕн тĕп темисем çине куçнă май вара Петр Степанович ачасен çуллахи канăвне çÿллĕ шайра, кирлĕ пек йĕркелесе ирттерессишĕн пурин те хытă тăрăшмаллине уйрăммăн палăртса каларĕ. Ÿу пуçланман та, анчах ачасем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем республикăра пăшăрхантарма та пуçланă. Ÿавăнпа та пирĕн, аслисен, яланах сыхă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ вăл. – Ÿитенекен ăру сывлăх енчен çирĕп пултăр, спортпа туслаштăр, культура шайне ÿстерсе пытăр, Тăван çĕршыв патриочĕ пулса ÿстĕр, паянхи пурнăçпа тан утма вĕрентĕр тесен, пирĕн пурин те çине тăрса ĕçлемелле, педагогсен те, ашшĕ-амăшĕсен те. Ÿакă вăл пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Федорович Моисеев, калаçăва хутшăннă май.

 

Кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче 985 ача тĕрлĕ лагерьсенче канса хăйсен сывлăхне çирĕплетĕç. Ачасем шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсенче, хула тулашĕнчисенче (загородные) канĕç. Уйрăмах Турханкасси лесничествин территорийĕнче вырнаçнă «Шурă чулсем» лагере канма каяс текенсем йышлă. «Ильинский», «Звездный», «Салют» лагерьсене кайма путевка илнисем те пур. Вĕсенче пĕрремĕш смена кĕçех пуçланать те ĕнтĕ. Шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсем ачасене çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăнĕç.

 

Ÿÿлерех асăннă информушкăн членĕсем Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн студенчĕсемпе тата преподавателĕсемпе те тĕл пулчĕç. Унта та кун йĕркинче палăртнă темăсем тавра тĕплĕн калаçрĕç, çавăн пекех залра ларакансен чылай ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Ÿамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, хула урамĕсене çÿп-çапран тасатасси, ЖКХ сферипе çыхăннă хăшпĕр проблемăсем тавра та калаçрĕç унта пухăннисем. Тÿрех татса пама май килмен ыйтусем çине информаторсем каярах хуравлама шантарчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, асăннă мероприяти пуриншĕн те усăллă иртрĕ темелле. Ÿав кун хулари Спиртзавод микрорайонĕнче, Карапаш, Кушник, Ÿĕнĕ Кушник тата ытти ялсенче иртнĕ çакнашкал тĕлпулусем. Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, ыйтусене пĕрле сÿтсе явни кирлех ĕнтĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика