Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яшсем çара каяççĕ

08 декабря 2012 г.

    Кăçалхи кĕркунне ку ял тăрăхĕнчен икĕ çамрăк Раççей çарне службăна кайнă, Кукашни ялĕнчен – Сергей Степанов, Маклашки ялĕнчен – Михаил Самсонов. Миша Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тепĕр икĕ çамрăкпа Самара облаçĕнчи çар чаçне лекнĕ. Нумаях пулмасть, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Алина Константиновнăпа Валерий Михайловичăн ывăлĕ присяга панă. Çак савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă амăшĕ Мишăна çар тивĕçне пурнăçлама ырлăх-сывлăх, çирĕп кăмăл суннă.

 

    Ял хутлăхĕн администрацийĕн çар учечĕпе ĕçлекен специалисчĕ Анна Георгиевна Васильева çитес çул 7 çамрăка пирвайхи çар учетне илесси пирки каларĕ. Вĕсенчен хăшĕсем халĕ кирлĕ документсем хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ.

 

    Пурнăçри чи хаклă çыннăм

 

    Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕ. Ун ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калама пулать, унпа юнашар ларса ăшшăн калаçас килет. «Анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», – тенĕ ваттисем. Чăнах та, мĕн тери ăслă, мĕн тери кăмăллă анне. Эпир унран вĕренсе пыратпăр, ăна тĕслĕх вырăнне хуратпăр. Анне – пурнăç пуçламăшĕ, кунçул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ.

 

    Пире çуратса ÿстернĕ аннерен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăмăр умĕнче пуç таятпăр. Пурнăçăмăрти чи çывăх çыннăмăра нихăçан та чĕререн кăлармастпăр. Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, анне те хăйĕн чун-чĕре ăшшине пире çапла парать. Унăн тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса пурăнатпăр. Анне пурри – телей, пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ. Эпĕ хамăрăн юратнă анне, Октябрьски ялĕнче пурăнакан Луиза Николаевна Смирнова, çинчен кăштах çырса кăтартасшăн. Тĕлĕнмелле çын вăл пирĕн анне! Мĕн кăна тума пĕлмест-ши вăл, юрлама-ташлама, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме, нуски-алсиш çыхма, сăвă çырма та ăста.

 

    Пирĕн анне, чăнах та, çутçанталăк илемĕпе савăнма пĕлекен çын. Пахчара тĕрлĕ çимĕç лартса ÿстересси те уншăн хăйĕн мăнукĕсене юратнипе пĕрех пулĕ. Эпир, унăн икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ, хамăр пĕчĕк чухнех пирĕн пахчара виноград та, арпус та, дыня та пулнине астăватпăр. Халĕ вара ку çимĕçсене аннен юратнă мăнукĕсем çисе савăнаççĕ. Вĕсем унăн сахал мар – çиччĕн.

 

    Мĕн чухлĕ хитре чечек тата пахчара! Чечексене питĕ юратать анне. Аннен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе эпир чăннипех савăнатпăр, мухтанатпăр, ун пек пулма тăрăшатпăр. Пирĕн анне – ĕç ветеранĕ. 2010 çулхи çырав вăхăтĕнче ĕçлесе медаль илме те тивĕç пулнă. Паянхи куна унăн 29 Хисеп хучĕ упранать. ,ç стажĕ те аннен 42 çул! Вĕсенчен 14 çулне суту-илÿре, 12 çулне – йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çуртра йышăнакан пулса ирттернĕ, хальхи вăхăтра 16-мĕш çул ĕнтĕ ялти почта уйрăмĕнче почтальон пулса ĕçлет вăл. Пирĕн анне çемьере те, ĕçре те, ял-йыш хушшинче те пысăк хисепре. Эпир унпа чăннипех те мухтанатпăр.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика