Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Художник – тăван районта

08 декабря 2012 г.

    «Раççейре, Чăваш Енре музейсем нумай, анчах та чуна кун пек çывăххи, чĕре ăшшине туйма параканни вĕсенчен аякра тăрать. Çак музейре эпĕ иккĕмĕш хут пулатăп. Музейлă хăна çурчĕн кил хуçийĕ Людмила Геннадьевна Данькова тата ăна пулăшакансем (Н.Васильева, О.Кузнецова, Н.Перцева, В.Ильина) тĕлĕнмелле ăшпилĕх, тараватлăх кÿреççĕ. Экспонатсене уйрăмсем тăрăх пит пĕлсе, профессиллĕ вырнаçтарнă, вĕсемпе паллашма çав тери кăсăклă. Тайма пуç Сире. Тепре тĕл пуличчен», – çапларах тав сăмахĕсем çырса хăварнă пирĕн паллă ентеш (Ваçликассинче çуралса ÿснĕ), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ А. Рыбкин Нарат Чаккинчи Даньковсен чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан килти музейĕпе паллашнă хыççăн.

 

    А. Рыбкин художник тăван Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ кĕçнерникун пулнă. Ял туризмне аталантарассипе хастар тăрăшакан Даньковсен çуртне вăл В. Шипунов геральдистпа, ытти представительсемпе çитсе курнă. Вĕсемшĕн кунта, хăйсем палăртнă тăрăх, пăхса тĕлĕнмелли сахал мар пулнă. Экспонатсемпе пуянланса пынисĕр пуçне музейлă хăна çуртĕнче çак кунсенче ал ĕçĕсен ятарлă выставкине те йĕркеленĕ. Унти ĕçсен ытларах пайĕ инвалидсен пултарулăхне кăтартнă (выставкăна нумаях пулмасть паллă тунă Инвалидсен кунне халалланă). Нарат Чаккинче пурăнакан Н. Евдокимов чылайранпа инвалид шутланать, апла пулсан та пуçа усмасть, алă усса лармасть. Спичка шăрпăкĕсенчен вăл тĕлĕнмелле илĕртÿллĕ япаласем тăвать. Çавăн пекех выставкăра И. Семеновăн тĕрлĕ йĕпсемпе çыхнă япалисемпе, хăй аллипе ăсталанă çемçе теттисемпе паллашма май килнĕ.

 

    Çав кунхинех Сĕнтĕрвăрри хулинче А. Рыбкин художник В. Шипуновăн геральдика музейне, художество галерейине çитсе курнă. Картинăсен галерейинче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю. Моисеевпа, хула шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçнă.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика