Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç таппипе тан утас тесен – тăрăшмалла

08 декабря 2012 г.

    Иртнĕ ытларикун «Пирĕн сăмах» хаçат кунĕ Кукашни ял хутлăхĕнче пулчĕ. Хаçат корреспонденчĕсем ку тăрăхри ĕç-пуçпа паллашрĕç, шкула, шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнĕнче, почтăпа лавккара тата ытти çĕрте те пулса курчĕç, тĕрлĕ коллективсенчи ĕçченсемпе курса калаçрĕç. Ял хутлăх пуçлăхĕнчен Светлана Юрьевна Емельяновăран ыйтса пĕлмелли те чылай пулчĕ. Вырăнти ĕç-пуç çинчен вăл тĕплĕн каласа пачĕ.

 

    С. Емельянова ял хутлăхĕн администрацийĕн тилхепине алла илнĕренпе икĕ çул çитрĕ, виççĕмĕшне кайрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи çул тунă ĕçсенчен чи пĕлтерĕшли – ял тăрăхне комплекслă тата компактлă майпа аталантарас программăна хутшăнса чылай ĕçсем пурнăçлани. Тĕслĕхрен, Пĕчченхырти культура вучахне юсанă, Кукашнири шкулпа магазина, нумай хваттерлĕ икĕ çурта индивидуаллă майпа хутса ăшăтма тытăннă. «Тунă ĕçсен калăпăшĕ чăннипех те питĕ пысăк, – савăнăçне пытармасть Светлана Юрьевна. – Подрядчиксем те хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕ те тăрăшса пурнăçлани, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те хăйсем май килнĕ таран пулăшни тума шухăшланă ĕçсен хăвăртлăхне ÿстерчĕç. Пурте пĕрле кар тăрсан, ĕç ăнăçать тенĕн, 24 хваттерлĕ çуртра шыв пăрăхĕсене улăштарассипе çак çуртрах пурăнакан А. Колдашов, В. Симонов, А. Пагунов, С. Тыртышный нумай тăрăшрĕç. Кивелнĕ пăрăхсене çĕннисемпе улăштарчĕç кăна мар, вĕсене путвалта хĕллехи сивĕсенче шăнса шăтасран ăшă тытакан материалсемпе чĕркерĕç». Чăннипех те туслăхпа, пĕтĕçÿллĕхĕпе палăрса тăраççĕ Кукашни тăрăхĕнче пурăнакансем. Хальхи çĕнĕ созыври депутатсемпе маларахри созыврисем те пĕрле ĕçлеççĕ, хутлăхри пурнăçа лайăхлатассишĕн хăйсен вăйне, кирлĕ пулсан – укçи- тенкине те шеллемеççĕ, пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Хăшпĕр активистсен хушамачĕсене уйрăммăн палăртса хăварчĕ ял хутлăх пуçлăхĕ. Акă вĕсем, А. Степанов, И. Самсонова, Е. Федоров, О. Кузьмин, В. Дубов, Б. Марков, Н. Сергеев, Е. Румянцева. Çул юсамалла-и, çĕнĕ шыв пăрăхĕ хумалла-и, тавралăха тирпей-илем кĕртмелле-и, йывăç-тĕм лартмалла-и – пур çĕрте те хастар вĕсем. Çак хастарлăх ĕçре кăна мар, канмалли вăхăта усăллă ирттернĕ çĕрте те палăрать. Акă, кăçалхи çулла республикăра ирттернĕ ял вăййисенче те баскетбол енĕпе кукашнисем мала тухрĕç. Пĕчченхырти Культура çурчĕн ертÿçин А.Васильевăн тÿпийĕ те çакăнта сахал мар. Хутлăхри хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ пулнă май, вăл хăй тавра чи активлисене, хастаррисене пуçтарнă. Пĕрлехи вăйпа вĕсем тĕрлĕ культура мероприятийĕсем туса ирттереççĕ, спортпа питĕ туслă пулнăран «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексне занятисене çÿреççĕ, час-часах тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Юрлама-ташлама юратаканнисем те нумай ку тăрăхра. И. Иванова, Г. Степанова, Г. Спиридонова, Е. Герасимова, Л. Сапожникова, Г. Нестерова, М. Чуксина, И. Самсонова, Н. Кудряшова, И. Гаврилова, И. Сафронова, В. Сергеева, Т. Железкова тата ыттисем те районта пулса иртекен пултарулăх конкурсĕсене активлă хутшăнаççĕ, ял тăрăхĕнчи пурнăçа та илемлетеççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем Çĕнĕ çул уявне, Сурхури, Кăшарни, Çăварни уявĕсене хатĕрлеме палăртаççĕ. Хĕл ларнă май кĕçех ялсенчи клубсем умĕнче юр кÿлепесем, юр хуласем çĕкленĕç. Çапла, пĕрлехи вăйпа ĕçлеме çех мар, канма та лайăх иккен. Кукашни хутлăхĕнче пулнă май пĕтĕмлетÿ хăех пуçа пырса кĕчĕ,аван пурăнас тесен – тăрăшмалла.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика