Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ

18 сентября 2012 г.

2012 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хушма суйлавĕ пулать.

Пирĕн районта Атăлçи ял тăрăхĕн (Кушник сали, Çĕнĕ Кушник ялĕ), хула тăрăхĕн (Спиртзавод микрорайонĕ), Аксарин ял тăрăхĕн (Аксарин ялĕ), Чăнкасси ял тăрăхĕн мĕнпур ялĕсен суйлавçисем сасăлава хутшăнаççĕ.

Суйлав 4 суйлав округĕнче иртет, 10-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Чăнкасси суйлав округĕнче (Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пилĕкĕмĕш суйлаври район Пухăвĕн депутатне суйламалли хушма суйлав), 12-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Чăнкасси суйлав округĕнче (Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен Пухăвĕн иккĕмĕш суйлаври Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн депутатне суйламалли хушма суйлав), 1-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Аксаркасси суйлав округĕнче (Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен Пухăвĕн иккĕмĕш суйлаври Чăнкасси ял тăрăхĕн депутатне суйламалли хушма суйлав), 7-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Кушник суйлав округĕнче (Сĕнтĕрвăрри районĕн Атăлçи ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутатне суйламалли суйлав).

Кăçалхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 13 çынна кандидата тăратнă, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕнчен – 4 çын, «Раççейĕн либерал-демократсен партийĕнчен» - 2 çын, «Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партийĕ» политика партийĕнчен – 3 çын тата хăйне хăй тăратнипе – 4 çын.

10-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Чăнкасси суйлав округĕ тăрăх 5 кандидат, 12-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Атăлçи суйлав округĕ тăрăх – 4 кандидат, 1-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Аксаркасси суйлав округĕ тăрăх – 2 кандидат, 7-мĕш номерлĕ пĕр мандатлă Чăнкасси суйлав округĕ тăрăх 2 кандидат тăратнă.

Сĕнтĕрвăрринчи территори суйлав комиссийĕн решенийĕсемпе депутата суйлама тăратнă 13 çынран 12 кандидата регистрациленĕ. Пĕрне, «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав прависем тата референдума хутшăнмалли тĕп гарантисем çинчен» калакан Федераци Законĕн 38-мĕш статйин 24-мĕш пункчĕн «д» тата «е» уйрăм пункчĕсене тĕпе хурса, регистрацилемен. Кандидата регистрацилеме чаракан сăлтавсем çаксем пулнă, алă пусмалли хутсенче суйлавçăсем алă пуснисем 10: ытла тĕрĕс мар тесе йышăннă тата кандидат хăйне судпа айăпланине пăрахăçламаннине пытарнă.

Л. КИРИЛЛОВА,

Сĕнтĕрвăрринчи

территори суйлав комиссийĕн

председателĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика