Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен анлă канашлăвĕ

15 сентября 2012 г.

Иртнĕ кĕçнерникун районти культура ĕçченĕсен анлă семинар-канашлăвĕ пулчĕ. Çак мероприятие культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т. Казакова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ К. Федорова, хула тата ял хутлăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва саламлă сăмахсемпе уçнă май Юрий Федорович районти тата хутлăхри обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă Карапаш тăрăхĕн культура ĕçченĕсене А. Ивановăна, Е. Павловăна тата М.Жандаровăна тав çырăвĕсемпе хисеп хучĕсем пачĕ. Çавăн пекех А. Пегановпа Т. Хамидуллинăна çуралнă кун ячĕпе саламларĕ, малашнехи пурнăçра çитĕнÿсем сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ культура ĕçченĕсен çамрăк ăру интересĕсене, идейисене тивĕçтерме çĕнĕлле ĕç мелĕсемпе усă курмаллине, пурнăçпа тан утмаллине, унăн урапинчен ÿксе юлмалла маррине каларĕ. Культура çурчĕсемпе вулавăшсем, вĕсенче ĕçлекенсем ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмаллине уйрăммăн палăртрĕ.

– Пур культура учрежденийĕн те ял культурине çÿллĕ шая çĕклес енĕпе ĕçлемелле. Çавна май Чăваш Республикин Культура министерстви культура учрежденийĕсенче çĕнĕлле ĕçлессипе кăтартуллă, вĕрентÿллĕ занятисем ирттерме палăртать. Республика тата Раççей правительствисем 2013 çулта клуб учрежденийĕсене аталантарма 100 пинлĕ, вĕсенче ĕçлекенсене хавхалантарма 50 пинлĕ грантсем тума шутлаççĕ, - кăмăлтан пĕлтерчĕ Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Т. Казакова. Район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л. Шалахманова культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне хак пачĕ, умра тăракан задачăсене палăртрĕ.

Асăннă канашлура районти культура «вучахĕсен» ĕçĕсен ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсене те, малашлăх планĕсене те асăнса хăварчĕç. Çавăн пекех Шуршăл ялĕнчи А. Г. Николаев космонавт-летчик Мемориал комплексне малалла аталантарса çĕнетесси, анлăлатасси пирки те унăн директорĕ А. Тукмаков кăсăклă каласа кăтартрĕ.

Канашлăва хутшăнакансем авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чыс та мухтав аслă ăрăва» ятпа уйăхлăх уçăласси, «Наци кросĕ - 2012» ирттересси пирки те асăнса хăварчĕç, ытти нумай ыйтусем те хускатрĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика