Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйту – хĕллехи тапхăра хатĕрленесси

18 августа 2012 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн районта йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç, Чăваш республикин 2012 çулхи пĕрремĕш çурçулăллăхĕнчи социалллă тата экономикăлла аталанăвĕн тата республика бюджечĕ епле пурнăçланнин кăтартăвĕсем; ĕç тăвакан влаçăн тата вырăнти хăйсем тĕллĕн ĕçлекен муниципалитет органĕсем умĕнче тăракан сывлăх сыхлавĕн, социаллă сферăн, вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсене хутмалли сезона хатĕрлессипе çыхăннă тĕллевĕсем çинчен; 2012 çулхи ялхуçалăх ĕçĕсем çинчен.

Информкуна ирттерме Шупашкартан тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем килсе çитрĕç. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Экономика политикин, ялхуçалăх комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ О.Мешков, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н.Дмитриева, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Ботин, Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти йышши техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Кузьмин пулчĕç. Районти ял хутлăхĕсене мĕнпурĕ 8 информушкăн тухса кайрĕ.

О.Мешков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев ертсе пыракан ушкăн малтан ăшă парса тăракан предприятисен тата ертсе пыракан компанисен, пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ун хыççăн Аксаринти Культура çуртĕнче вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ. Юрий Федорович район аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çурçуллăхри кăтартăвĕсемпе, ялхуçалăх предприятийĕсенче тырпул пуçтарса илес ĕç епле пынипе паллаштарчĕ, районта малашлăхлă проектсем ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртса хăварчĕ. Хальхи вăхăтра пурăнакансене кивĕ тата юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленеççĕ, Кукашни тата Атăлçи ял тăрăхĕсенче яллă вырăнсенче комплекслă тата компактлă майпа çуртсем тумалли программа тăрăх юсав ĕçĕсем пыраççĕ, шкулсенче тата нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем иртеççĕ.

Шупашкар хăни Олег Владимирович республикăн палăртнă тапхăрти социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, промышленнăçра, ялхуçалăхĕнче, стройка отраслĕнче тата халăха тÿллевлĕ пулăшу парас сферăра кăтартусем, малтанхи тапхăрпа танлаштарсан, лайăхланнă. Вак тавар çаврăнăшĕ те, халăх тупăшĕ те ÿснĕ. Ялхуçалăхĕнче туса илнĕ пĕтĕмĕшле продукцин калăпăшĕ 9,7 миллиардпа танлашнă.

О.Мешков çывхарса килекен хутмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленме кирлине палăртса хăварчĕ. Фермерсене, ялта пурăнакан çемьесене, çамрăк специалистсене патшалăх енчен пулăшмалли майсем çинче те чарăнса тăчĕ вăл.

Çак кун асăннă информушкăн Чăнкассинчи тата Шĕнерпуçĕнчи шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Аса илтерер, Шĕнерпуçĕнчи шкул çурчĕ асар-писер çил-тăвăл хыççăн самаях сиенленнĕччĕ. Информаторсем юсав ĕçĕсем епле пынипе кăсăкланчĕç. Халĕ кунта çĕмĕрĕлнĕ чÿречесене пластикрен тунисемпе улăштарнă, çурт тăррине юсас ĕç малалла пырать. Ларусен залне тата столовăйне те хăйсен вăйĕпе çĕнетме шутлаççĕ кунта ĕçлекенсем.

Каласа хăвармалла - шĕнерпуçсем Хĕвелтухăç çĕршывĕсен культурине анлăн тишкернĕ паллă ăсчах Н. Бичурин çуралнăранпа 235 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Никитăн ачалăхĕн малтанхи тапхăрĕ çак ялта иртнĕ-çке. Паллах, асăннă мероприятие çÿллĕ шайра ирттермелле.

Информаторсем тĕлпулусенче халăх панă ыйтусене туллин хуравлама тата татса пама тăрăшрĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика