Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек тÿснисене – пулăшу

04 августа 2012 г.

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ирттернĕ черетлĕ планеркăра Сĕнтĕрвăрри районĕн территорийĕнче пулса тăнă чрезвычайлă лару-тăрăва йĕркелесе ямалли мероприятисене мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă. 2012 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăла, пăрлă çумăра пула Октябрьски, Карапаш, Шĕнерпуç тата Аксарин ял тăрăхĕсенче пурăнакансен кил-çурчĕсем тата социаллă сфера объекчĕсем сиенленнĕ. Инкек тÿснисене конкретлă пулăшу парас тĕллевпе республикăн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх комитечĕ, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн интересесене хÿтĕлекен органĕсене явăçтарса, çутçанталăк инкекĕсене пĕтерме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕн бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрмалли документсене йышăнас ĕçе йĕркеленĕ.

 

2012 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ çÿлерех асăннă Комитет ячĕпе халăха пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшма 8370,3 пин тенкĕлĕх 336 акт тăратнă. Вĕсенчен 195-шне мĕнпур требованисемпе килĕшÿллĕ çырнă, ĕçе яма йышăннă. Инкек тÿснĕ 100 çын ячĕпе республикăн Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен 938,6 пин тенкĕ куçарнă та ĕнтĕ. Халĕ тепĕр 95 çынна пулăшу пама кирлĕ проекта хатĕрлесе çитернĕ. Кунсăр пуçне хăйсен çурчĕсене страхланă 365 çын çутçанталăк кÿнĕ инкек тăкакĕсене саплаштарма заявлени çырнă, вĕсенчен 93-шĕ 947,0 пин тенкĕ укçа илнĕ те ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне çутçанталăк синкерне тÿснĕ районти 317 çын 1946,6 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çутçанталăк инкекне пула шар курнисене укçан пулăшас ĕç малалла пырать.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика