Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ уяв – пĕр кунта

04 августа 2012 г.

Иртнĕ юнкун район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри физкультура кунне тата пирĕн ентеш, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаев космонавт-летчик тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитнине уявлама хатĕрлес тĕлĕшпе тунă йĕркелÿ комитечĕн членĕсем пуçтарăнчĕç.

 

Вĕсем ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетрĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев ертсе пычĕ. Вăл çак уявсене тĕплĕн хатĕрленме, вĕсене халăха массăллăн явăçтарма кирлине палăртрĕ, нумай усăллă сĕнÿсем пачĕ. Спорт енĕпе тĕслĕх кăтартакансен чи малти ретĕнче тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе хуçасен, учительсемпе тренерсен пулмалла - çапларах пулчĕ унăн пĕр сĕнĕвĕ.

 

Пĕтĕм Раççейри физкультура кунĕпе çыхăннă спорт мероприятийĕсем хулари пляжра иртĕç. Футбол, волейбол, дартс, шахмăт, шашка тата ытти вăйăсем те пулĕç. Шывра ишессипе те, турник çинче туртăнассипе те ăмăртĕç кăмăл тăвакансем. Мероприятисем ирпе 10 сехетре пуçланĕç.

 

А. Николаев космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитнине ентешĕн тăван ялĕнче – Шуршăлта – уявлама палăртрĕç йĕркелÿ комитечĕн членĕсем. Уяв каçалапа 7 сехетре пуçланĕ. Уяв программинче – театрализациленĕ номерсем, вăйăсем, конкурссем пулĕç. Çак кун Мускавран тата Шупашкартан пысăк хăнасем килмелле. Вĕсен шутĕнче - космонавтсем те. Уяв дискотекăпа тата фейерверкпа вĕçленĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика