Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурин те тимлĕ пулмалла

16 апреля 2011 г.

Уй-хирсенчен шыв-шур тапса аннă вăхăтра, пĕве-кÿлĕсенче, Атăл çинче пăр çÿхелсе шăта-шăта кайнă тапхăрта сыхă пулмалли çинчен эпир хаçатра пĕрре мар çырнăччĕ. Районти ГИМС центрĕн инспекторĕсем вара шкул ачисемпе профилактикăлла калаçусем ирттереççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Чăнкасси шкулĕнче пулчĕç.

С. Николаев аслă инспектор шкул ачисене пĕлтĕр пирĕн районта шыва путса 8 çын ĕмĕрлĕхех çут тĕнчепе сывпуллашни,вĕсем хушшинче Хурапхари 2 ачан кун-çулĕ татăлни çинчен пĕлтерчĕ. Ку пăтăрмахсем çинчен чылай вулакан пĕлет ĕнтĕ. Çавăн пекех иртнĕ çулсенчи ытти хăрушă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ , ку вăл пăр çинче ярăнма кĕрсе кайнă арçын ачасем (телее, вĕсене ун чухне ГИМС центрĕн инспекторĕсем шлюпка антарса çăлса хăварма пултарнă). Республикăра темиçе çул каялла пулса иртнĕ тепĕр тĕслĕх те ачасене самай шухăшлаттарчĕ. Ашшĕ икĕ ачипе пăр кайнине пăхма çыран хĕрнех пынă, çĕр ишĕлсе аннипе виççĕшĕ те ун айне пулса вилнĕ. Кун пек хурлăхлă самантсен, паллах, шучĕ те çук. Ун пек пулса ан тухтăр тесен шыв хĕрринче асăрхануллă пулмаллине С. Николаева итленĕ хыççăн ачасем ăнланчĕç пулĕ.

Кунсăр пуçне, инспекторсем шыв-шур хĕрне кайнă чухне çăлăнмалли хатĕрсем пĕрле пулмаллине палăртрĕç. Ку вăл - "Александров вĕçĕ" (хутаççа хăйăр тултарнă, путасран хулккапа (поплавок) сыпăнтарнă вĕрен), çăлăнмалли жилет е япаласем çумне сыпăнтарса тунă путман пластик, пенопласт япаласем тата ыттисем те.

Пĕр сăмахпа каласан, ашшĕ-амăшĕсен те, ачисен те тимлĕ пулмалла. Аслисемсĕр кÿлĕ-пĕве хĕрне кайма шăпăрлансене чармалла. Кĕçĕннисем вара кирек ăçта кайнă чухне те кампа, ăçта, миçере текен ыйтусем çине хуравлама манса каймалла мар.

К. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика