Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрĕн пушă выртмалла мар

06 февраля 2016 г.

Нумай пулмасть район-хула муниципалитет пĕрлĕхĕсен, ял-хула тăрăхĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республика правительствишĕн агропромышленность комплексне пулăшасси яланах тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тимлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ Михаил Васильевич. Халĕ вырăнти бюджета çĕр налукĕ, аренда тỹлевĕ, пурлăхран кĕрекен тупăш шучĕпе тултарма пулать. Уйрăмах çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курмаллине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов иртнĕ çулти агропромышленность сферин ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе, ялхуçалăх продукцийĕн производстви ỹснине палăртрĕ. Патшалăх фермерсене, çемье ферми йĕркелекенсене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Пирĕн республикăра пĕлтĕр патшалăх гранчĕн шучĕпе 184 фермер хуçалăхĕ, 23 çемье ферми йĕркеленнĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене 1,5 миллиард тенкĕлĕх кредит парса пулăшнă. Ял территорисене аталантарма тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 2,3 миллиард тенкĕ укçа тăкакланă. Паянхи кун тĕлне ял хутлăхĕсенче усă курман, кирлĕ пек регистрацилемен çĕр лаптăкĕсем сахал мар. Канашлура усă курман çĕрсене çирĕп хуçасен аллине куçарас ĕçе вăйлатма кирлине хытарса каларĕç. Кăçал çĕрсене регистрацилессипе çине тăрса ĕçлемелле. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен 85 процентне регистрацилемелле. Шел те, республикăри сахал мар фермер Росреестра кирлĕ отчетсем те тăратмасть. Канашлура хăшпĕр районсем (вăл шутра пирĕн район та) инвестици явăçтарассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕç. Ялсенче квалификациллĕ специалистсем çитменнине те асăнмалла. М.Игнатьев "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ хута кайнăранпа хушма хуçалăхсем 26 миллиард тенкĕлĕх кредит илнине пĕлтерчĕ. Çак укçа производство культурине çĕнетме, алă ĕçне механизацилеме кайнă. Л.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика