Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп чемпионкине Е.Николаевăна чысларĕç

06 февраля 2016 г.

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Олимп чемпионки Елена НИКОЛАЕВА хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ - 50 çул тултарчĕ. Ăна çак юбилей ячĕпе "Шупашкар-Арена" Пăр керменре чаплă лару-тăрура чысларĕç. Сĕнтĕрвăррисем Елена Николаевăпа ыттисенчен ытларах та мăнаçланма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен Олимп чемпионки пирĕн районти Акшик ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çамрăк хĕрача шкулта чухнех спортпа туслă пулнă. Район хаçачĕ ирттернĕ эстафетăсене те хастаррăн хутшăннă вăл. Шкултах хăвăрт утассипе кăсăкланма пуçланă, ку енĕпе Н.Васильев тренер ертсе пынипе пĕрремĕш утăмсем тунă. Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне (халĕ - академи) вĕренме кĕрсен, Лена спорт секцине çỹреме пуçланă. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, ăна СССР пĕрлештернĕ командине илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрхи саккăрвуннăмĕш çулсен варринче Е.Николаева çĕршыври чи хăвăрт утакансен шутне кĕнĕ, 10 çухрăмлă дистанцири рекорда çĕнетме пултарнă, ăна тĕнче спорт мастерĕн ятне панă. Тĕнче шайĕнче иртнĕ пĕрремĕш ăмăртăва Елена паянхи кун та аван астăвать. Ку вăл 1987 çулта Римра иртнĕ чемпионат. Ун чухне чăваш спортсменки пиллĕкмĕш вырăн йышăнма пултарнă. 1992 çулта Барселонăра иртнĕ Олимп вăййисенче Е.Николаева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вăл ун чухне Чэнь Юэлин китаянкăна пĕр секунд çеç выляса янă. Паллах, Елена çакăншăн питĕ ỹкĕннĕ. Анчах ку ăна тренировкăсене татах та тăрăшуллăрах ирттерме хистенĕ. 1996 çулта Атлантăра иртнĕ Олимп вăййисенче вара Е.Николаева ылтăн медале алран вĕçертмен. 2003 çулта вăл тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Çак çĕнтерỹ уншăн чи хаклисенчен пĕри. Халăхра çапла калаççĕ , "Пĕрре çĕнтерме пулать, анчах темиçе хут çĕнтерме питĕ йывăр". Е.Николаева вара пысăк спортра 20 çула яхăн тытăнса тăнă, çĕршыв, Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пĕрре çеç мар парнеллĕ вырăнсене тивĕçнĕ, рекордсене çĕнетнĕ, Раççей чысне çỹлте тытнă. Профессиллĕ спорта пăрахсан Елена Николаева тренер ĕçĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна виçĕ хутчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Халĕ вăл Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата национальнăç ыйтăвĕсен Комитечĕн председателĕн çумĕ шутланать. Канмалли кунсенче Е.Николаевăна хăй çуралнă тăван Акшик ялĕнче курма пулать. Кунта вĕсем мăшăрĕпе çĕнĕ çурт лартнă. Елена нумай япаласене хăй аллипе тума юратать. Килкартине кĕрсенех унăн çак ырă енĕ куç тĕлне пулать. Çуллахи вăхăтра вăл, ялта çуралнăскер, пахча ĕçĕпе киленет, йăрансем çинче хитре чечексем ỹстерет. Эпир те Е.Николаевăна "Пирĕн сăмах" хаçатăн пин-пин вулаканĕ, çавăн пекех районта пурăнакансен ячĕпе сумлă юбилейпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата тăнăç пурнăç сунатпăр! И.Львов

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика