Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт паракансем йышлă

13 ноября 2013 г.

Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнче килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Кайăк-кĕшĕкпе сысна çех мар, мăйракаллă шултра выльăх та ĕçчетеççĕ. Хăшĕсен картара самăртма хупнă вăкăрпа пушмак тына çех мар, сăвакан ĕне те иккĕ-виççĕ. Çавна май сĕтне те чылай суса илеççĕ, ытлашшине вара М.Калмыков предпринимателе илсе тухса параççĕ.

Сĕт паракансенчен чи активлисем, Сĕнтĕрпуç ялĕнчен – А.Клементьев, Г. Александрова, И. Федорова, М. Ефимов, В. Никодимова, Р. Николаев, Н.Клементьева; Турханкассинчен – М. Михайлова, А. Михайлов; Пуснаркассинчен – Т. Федорова тата ыттисем те. Çавăн пекех Атăлçи ял хутлăхĕнчи Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнчен - В. Камзолкина, О. Краснов, А.Стрелков, З.Ярукова, С. Димитриева, Н. Рябчиков – хастаррисен шутĕнче. Районти ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче вара чи пултаруллисем, килти хуçалăхра ĕне выльăх тытма ÿркенменнисем район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç (сăнÿкерчĕкре). Çавăнпа пĕрлех сĕт паракан ял çыннисене районти Октябрьски райповĕн лавккисенче те 300 тенкĕлĕх тÿлевсĕр тавар илмелли сертификатсем тата районта тухса тăракан «Пирĕн сăмах» хаçата çитес 2014-мĕш çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев çырăнса пачĕ.

Çак кунсенче вара халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ чылай ÿснĕрен килти хуçалăхран предпринимательсене ытлашши продукцие ытларах та тухса пама пуçларĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Первоисточник: Г.Трифонова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика