Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи вăй илет

22 декабря 2012 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн района Пĕрлĕхлĕ информаци кунне Шупашкартан килсе çитнĕ представительсен ушкăнне Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пымаллаччĕ. Шăпах çак кун унăн Чăваш Ен Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа Комсомольски тăрăхне тухса кайма тивнĕрен районта пулаймарĕ. Информаци кунĕ палăртнă ушкăнти ытти представительсемпе çапах та тухăçлă тĕллевлĕ иртрĕ. Раççей Федерацийĕнчи Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов, республикăри культура министрĕн çумĕ Т. Казакова, потребительсен прависене хÿтĕлес тата çын ăнăçлăхĕшĕн тăрăшас сферăна тĕрĕслекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Н. Луговская, Шалти ĕçсен министерствин патшалăхăн çул-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ В. Романов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчи «Август» фирма директорне В.Свешникова пулăшакан А. Константинова информаци кунĕн темисене районти чылай ĕç коллективĕсене çитсе сÿтсе яврĕç. Раççей Президенчĕ В. Путин кăçал Федераци Пухăвне янă Çыру та, пушар хăрушсăрлăхне тытса пырасси те, çитес çултан халăха универсаллă электронлă карттăпа тивĕçтересси те – çак ыйтусем информаци кунĕн темисен шутĕнче пулчĕç – вырăнти проблемăсемпе пĕрле хулапа ял çыннисене кăсăклантармасăр иртмерĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, ялхуçалăх пайĕн ертÿçи В. Васильев, район Пухăвĕн депутачĕ, «Водоканал» ООО ертÿçи Н. Михайлов малтанах Шуршăлти информаципе культура центрне пухăннă халăхпа тĕл пулчĕç. Районăн социаллă аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарнă май, Юрий Федорович та, Владимир Варсонофьевич та Шуршăл ял хутлăх территорийĕнче пурăнакан икĕ ял çынни – Л.Петровăпа П.Алексеев– кăçал фермерсене хăйсен ĕçне пуçлама май паракан патшалăх пулăшăвĕпе (пулăшу сумми 1млн. ытла тенкĕпе танлашнă)усă курнине палăртрĕç. Кунсăр пуçне ялхуçалăх енĕпе тăрмашакан тепĕр çын та, В.Смелов,100 пинлĕх гранта тивĕçнĕ. Асăннă территорире тăрăшакан «Нам ЭКО» ООО та ялхуçалăх çĕрĕсене усăсăр вырттармасть, мăйракаллă шултра выльăх йышне те ÿстерсех пырать. Сăвакан ĕнесен шучĕ, акă, çуркунне тĕлне (кăçал илсе килнĕ ăратлă пушмак пăрусем пăруласа пынă май) 200 пуçа çитмелле.

Вырăнти ял хутлăх пуçлăхĕн В.Григорьевăн та халăха каласа ăнлантармалли сахал мар пулчĕ. Палăртмалла, Владимир Иванович – вырăнти бюджет енчĕкне пуянлатассипе активлă ĕçлекен муниципалитет пуçлăхĕсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра кăна, судсем урлă выляса илсе, вăл темиçе çурта, хуралтăна хутлăх бюджечĕшĕн «ĕçлеттермелле» тунă. Урăхла каласан, вĕсене арендăна пани халĕ çулталăкне пĕр миллион тенкĕлĕх кăна мар усă кÿрет. Социаллă объектсене çĕнетессипе, çамрăк çемьесене пулăшассипе те çитес çул валли пысăк тĕллевсем лартнă.

Шуршăла информаторсен тепĕр ушкăнĕ килсе çитсен, культура министрĕн çумĕпе Т. Казаковăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев республикăн ялти культура учрежденийĕсене модернизацилес программăпа Информаципе культура центрне çĕнĕ йышши аппаратура туянма, сцена тумĕсем çĕлеме тата ытти валли ятарлă сертификат пачĕç. Чăннипе, çак укçан суммипе(вăтамран 500 пин тенкĕлĕх) шуршăлсем Центра çĕнетнĕ те ĕнтĕ. Ыйтусен шучĕ чакмасть

Пĕр вырăнта çĕнетÿ, чĕрĕлÿ çунат сарнине куратăн пулсан, тепĕр вырăнта, уйрăммăн палăртсан, «Восток» СХПКн кантур çуртĕнче (иккĕмĕш хутра) çынсен ăш тăлăпсемпе,çĕлĕксемпе, çăматăсемпе ĕçлесе ларма тивет. Пÿлĕмри сакăр градус сивĕре (çапларах сывлăш температури тăнине асăнчĕç ĕçлекенсем) ăшă çипуç тăхăнмасан шăнса кÿтесси часах пулнине хамăр та кĕске вăхăтрах туйса илтĕмĕр. Кунти халăх вырăнти хуçалăх тата хутлăх администрацийĕн ертÿçисемпе çаплипех вĕçне-хĕрне тухса пĕтеймест темелле. Вуншар ыйту пулчĕ информаторсем патне СХПКн хутса ăшăтайман (парăмсемпе татăлайманран) пÿлĕмне пуçтарăннă çынсен. Ялхуçалăх предприятийĕн балансĕ çинче тăракан çуртра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшманни, ĕçленĕшĕн уйрăм рабочисемпе татăлса пĕтменни, вырăнти пуçлăхсене кирлĕ вăхăтра шыраса тупайманни(кирек епле пуçлăхăн та халăха йышăнмалли ятарлă вăхăт пур, Сĕнтĕрпуç таврашĕнче апла мар-мĕн), пĕр вĕçĕмсĕр паракан пуш шантарусем тата ытти те канăçсăрлантарать кунти халăха.

Нушаланса çитнĕ çынсене пĕр енчен, чăннипех те, хĕрхенес килет.Тепĕр енчен, çавăн пек пуçлăхсемшĕн кама айăпламалла-ха. Районти влаçа е хамăра. Хутлăх администрацийĕн пуçлăхне те, ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçине те хамăрах суйлатпăр-çке, тепĕр чух таппа тап тăратпăр вĕсене вырăнта хăварас тесе.

Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕ хыççăн Урхас Кушкăри Культура çуртĕнче иртнĕ тĕлпулу та пурнăç çине çапларах пăхни çинчен уççăнах калаçтарчĕ. Кунта Урхас Кушкă тăрăхĕнчи актив кăна мар, районти ялхуçалăх предприятийĕсен представителĕсемпе фермерсем те пулчĕç. Çакна кура аграри сферинчи çитĕнÿсем епле пулса пыни, лайăххи патне вăйлăрах утăмсемпе утма мĕн чăрмантарни çинчен ĕç тăвакан влаç çыннисем чылай тĕслĕхсемпе каласа ăнлантарма тăрăшрĕç. Вырăнти влаçăн тĕллевĕ – района республикăра малтисен шутне кăларасси. Çак енпе сахал мар сферăсенче ырă улшăнусем сисĕмлĕ те курăмлă. Ял хуçалăхĕнче те çаплах, анчах та уйрăм хуçалăхсем пек («Восток», «Звезда» СХПКсем тата ыттисем те), выльăх шутне, сĕт сăвăмне чакарса пырсан, ялхуçалăх ĕçченĕсен шалу укçийĕ республикăра чи пысăкки мар пулсан, тырпул тухăçсăрланса пырсан, тĕллев пурнăçлавĕ патне епле çитĕн. Кăтартусем япăххишĕн республика шайĕнче кам явап тытать. Районти влаç. Çав хушăрах районти влаç япăххи мĕнрен тухнине пуçлăхсене суйлакан халăха темĕн пек ăнлантарма тăрăшать, шел те, пур чухне те пĕр-ик утăм малалла пăхса утатпăр тееймĕн.

Çавах та тăрăшуллисем, пултаруллисем тĕслĕх кăтартни савăнтарать. Районти депутатсен форумне каярах юлса çитнĕрен Йĕшĕмкасси ялĕнчи депутата Г. Андреевăна Хисеп грамотипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев Урхас Кушкăри тĕлпулура чысларĕ. Сăмах май, асăннă ял çитес çул республика шайĕнчи тирпей-илемлĕх конкурсне хутшăнма хатĕрленет. Килти хуçалăх илемĕ Урхас Кушкă тăрăхĕнчи Мĕшĕл ялĕнче пурăнакан Зинаида Фоминичнăпа Геннадий Семенович Даниловсем те – пурнăç çыннисем. Хăй вăхăтĕнче вĕсем çак пĕчĕк яла хуларан куçса килнĕ. Тахçанах тава тивĕçлĕ канура пулин те канăçсăр чунсем сайра тĕл пулакан илемлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ. Тĕрлĕ йышши чăхсемпе, фазансемпе, цесаркăсемпе,кăрккасемпе, павлинсемпе тата ыттисемпе те вĕсем республикăра та палăрчĕç, Раççей телевиденине те тухрĕç. Çитес çул страус тытма пуçласшăн çутçанталăк илемĕпе пуянлăхне пит çывăх туякан кил хуçи. Укçи-тенки те шел мар чуна кантаракан илемшĕн (палăртмалла, çу кунĕсенче хăйĕн автомашинипе Г. Данилов вырăнти ялхуçалăх предприятине те пулăшма ĕлкĕрет). Етĕрне районĕнче, республикипе паллă А. Айдак ертсе пынă ялхуçалăх тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскерĕн ашшĕ вăрманçă пулнă. Çакна кура ветеранăн паянхи кунчченех çутçанталăк туртăмĕ çав тери пысăк. Çулĕсене пăхмасăр вăл строительство ĕçĕпе тăрмашать. Ара, илемлĕ кайăк-кĕшĕк ытларах пултăр тесен вырăнĕ те çителĕклĕ кирлĕ.

Çурт ăшчиккинчи илемлĕ çутçанталăк кĕтесĕ те кашни килен-каянах илĕртет. Кунтах – юханшыв сассийĕ те, попугайсен чĕвĕлтетĕвĕ те, чечексен илемĕ тата ытти те.

Информаторсен ушкăнĕ (Урхас Кушкăра ушкăна район Пухăвĕн депутачĕ, Октябрьски райповĕн правлени председателĕ О. Тимофеева хутшăнчĕ) Даниловсен хуçалăхĕнчи илемпе, малашнехи тĕллевĕсемпе кăсăклансах паллашрĕ, вĕсен тараватлăхĕпе ăшпиллĕхĕ те пит кăмăла кайрĕ.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика