Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

30 июля 2011 г.

Ÿркенмесен, тăрăшсан ĕç те ăнать

30.07.2011
"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
И. НИКИТИНА

Малти Чиперуйĕнче пурăнакан Нина Павловнăпа Вячеслав Афанасьевич АФАНАСЬЕВСЕМ чылайранпах тивĕçлĕ канура, çавах та çак çуллахи хĕрÿ кунсенче вĕсен ларма-тăма вăхăт çук темелле. Эпир çитнĕ чух та (ирхине 9 сехет иртнĕччĕ) ял çыннисем, ирхине пилĕк сехетренпе уй пахчинче пĕр кана ĕçлесе ĕшеннĕскерсем, кăшт канма, апат çырткалама пÿрте кĕнĕччĕ.

Утă туса илес енĕпе тăрмашаççĕ-мĕн. Килти выльăхĕ валли çителĕклех хатĕрленĕ-ха ăна. Çавах та 4 гектар çурă çинчи курăка епле сая ярăн. Ĕмĕр тăршшĕпе çĕр çинче тăрăшса, пиçĕхсе ÿснĕ Афанасьевсем пуррипе типтерлĕ усă курма хăнăхнă, çавăнпа курăкне те çулмасăр хăвармаççĕ, ывăлĕсем пулăшнипе утта пресласа сутаççĕ. Хулари сахал мар çынна утăллă тунă вĕсем, заказĕ татах та пуртан ăшталанатчĕç те ватăсем. Çук, йăнăшатăп, ватăсем теме ниепле те чĕлхе çаврăнмасть кун пек ĕçченсем пирки. 75 çула çитсе пыраççĕ пулин те, иккĕшĕ те вăр-вар, харсăр, пурнăçа хаклама пĕлекенсем, ĕçченлĕхĕ вара вĕсен алли-уринче те, чунĕнче те. Пахчисенче çеç мар, кил-тĕрĕшре те ăмсанмалла типтерлĕх, пÿрт-çурт кил хуçи хĕрарăмĕн ал ĕçĕсемпе çуталса тăрать, вĕсен илемĕпе тыткăнлать.

Чăваш хĕрарăмĕ сăпайлах çав, Нина Павловна хăйĕн алĕç ăсталăхĕ çинчен малтанах сăмах хускатасшăн та пулмарĕ. "Халĕ ку ĕçпе пит тăрмашмастăп. Хĕрĕм тĕрлет те, çыхать те" ,- терĕ вăл. Хĕрĕ, темĕн пек чаплă алĕç ăсти, инçетре, хулара пурăнать-çке. Нина Павловна вара малалла пупленĕ май пытармарĕ, хушăран шăтăкла йĕппине те, тĕрĕ çиппине те алла илет, юмахринчен кая мар илемлĕ япаласем шăрçалать. "Халĕ унашкаллисене кил-çуртра пит çакмаççĕ те стенасем çинчи эрешсене кавирсемпе улăштартăмăр, чаршавсене те çаплах", - палăртрĕ хĕрарăм. Çавах та пÿртре унăн ăсталăхне курса хак памалли çителĕклех пулчĕ. Тĕрĕсемсĕр, шăтăкла эрешĕсемсĕр пуçне шпагат çиппинчен (ĕлĕкрех чухне вĕсемпе хăмла çакнă чухне усă курнă) çыхнă пукан виткĕçĕсем, урай саркăçĕсем тĕрлĕ тĕссемпе, ÿкерчĕксемпе куçа илĕртеççĕ. Кунашкал тĕссем шпагата тĕрлĕ сăрăпа пĕветнĕрен пулнă ĕнтĕ.

"Аннерен пăхса вĕреннĕ. Хушăран тĕрлесшĕн пулнăшăн вăрçкалатчĕ те, ара, ун чухне çипсем те çукрахчĕ. Тĕрлес тесе пирне те ятарласа хамăрах тĕртеттĕмĕрччĕ. Ÿсерехпе улах ларнă чух ал ĕçĕпе нумай кăсăкланнă. Темĕн тума та ĕлкĕрнĕ улахра, тĕрленĕ те, çыхнă та, сÿсне те туртнă, юрласа-ташласа та савăннă", - аса илет ĕç ветеранĕ. Эрешсем еплерех çурални пирки ыйтсан, "Шухăшлатăн пулсан - тăватăн", - тет.

Ĕлĕк те тĕрĕсемпе пурте ларман-мĕн, кунта чун ыйтни кирлĕ. Çавах вăл вăхăтра халăх хальхипе танлаштарсан самай ĕçлĕрех пулнă. Ĕçĕ нумай пулнă, унран татăлма пĕлмен, анчах пурнас тесех тăрăшнă. Халĕ хăшпĕр çамрăксене пăхатăн та тĕлĕнетĕн, çулĕсем самай пулин те ачаран тухайман темелле. Çакă çеç мар - тăван ялхуçалăх предприятийĕ чухăнланса пыни те пăшăрхантарать Афанасьевсене. Кунта вĕсен ĕмĕрĕ иртнĕ, кунта тăрăшса вĕсем пурнăç тунă, чыс-сумне çĕнсе илнĕ. Вячеслав Афанасьевич, акă, шкул пĕтернĕ хыççăнах ĕçе вырнаçнă та 47 çул водительте, бригадирта, хăмла комбайнерĕнче вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче çемьери йывăрлăхсем ăна шкулта 10 класс пĕтерме май паман. Май пулнă пулсан вăл пысăк вырăн йышăнакан çын пулатчех. Çавах та ÿкĕнмеççĕ Афанасьевсем. Тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ пилĕк ачи - пĕр хĕрпе тăватă ывăлĕ - ĕçчен, пултаруллă. Ашшĕпе амăшне пăхнă мар-и. Ара, пилĕк пĕчĕк ачаллă пулсан та çемье хăмла ĕçĕнчен пăрăнман, 200-шер килограмм "симĕс ылтăн" пуçтарнă. Афанасьевсен ывăлĕсенчен ытларахăшĕ, ашшĕ пекех, водитель çулне суйланă. Тĕслĕхрен, Анатолий Сĕнтĕрвăрринчи пассажирсене илсе çÿрес тĕлĕшпе хăйĕн ĕçне уйрăммăн йĕркелесе яма пултарнă. Пĕртен-пĕр хĕрĕ вара, фельдшера вĕреннĕскер, пушă вăхăтра, амăшĕ пекех, пĕр ÿркенмесĕр тĕрлет, çыхать, илемлĕ япаласемпе халăха савăнтарать. Ачисем те - 10 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ - Нина Павловнăпа Вячеслав Афанасьевича пулăшсах тăраççĕ.

И. НИКИТИНА.


АУ Чувашской Республики «Редакция Мариинско-Посадской районной газеты «Пирен самах»

TopListСводная статистика портала

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика