Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки ыйтăвне тĕпе хурса

02 марта 2013 г.

Кĕçнерникун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев ертсе пынипе çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтупа ялхуçалăх ĕçченĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, фермерсем, ял хутлăх пуçлăхĕсем, çавăн пекех Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Э. Александров, «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» КУП директорĕ А. Самаркин, Раççей ялхуçалăх банкĕн тата Перекет Банкĕн, «Чувашагрокомплект» АО, «Согласие» страховани компанийĕн представителĕсем тата ытти яваплă специалистсем хутшăнчĕ.

Çурхи ака ĕçĕсен пахалăхĕ вĕсене епле хатĕрленнинчен нумай килет. Районти хуçалăхсем ку тĕлĕшпе хăйсем çине илнĕ плансене пурнăçа кĕртме мĕн тума ĕлкĕрни çинчен чи малтанах район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев сăмах илчĕ. План тенĕрен, республикăн Ялхуçалăх министерствипе тунă официаллă килĕшÿ тăрăх пирĕн районăн кăçал 10,5 пин тоннăран кая мар тырпул пуçтарса илмелле. Ытти ялхуçалăх культурисене туса илессипе лартнă тĕллеве те пурнăçлама вăй çитермелле.

Çуракине кирлĕ пек хатĕрленесси хуçалăхсене шухăшлаттармасть мар, анчах та халлĕхе хатĕрленÿ шайĕ пур çĕрте те тивĕçтерÿллĕ тесех калаймăн. Тĕслĕхрен, акмалли вăрлăх районта çителĕклĕ, çавах та пĕтĕмĕшле виçен 41 проценчĕ тĕрлĕ енпе сортлăха лармасть. Çавна май вăрлăха сортлассипе, çĕнетессипе юлашки вăхăтра çанна тавăрса ĕçлемелле. Минераллă удобренисен запасĕ те пысăках тееймĕн. Халлĕхе ку енпе «Нам ЭКО» ООО кăна ырă тĕслĕх кăтартать.

Кăçалхи ялхуçалăх çулталăкĕнчи тепĕр пысăк задача – халиччен пушă выртнă çĕрсен юлашки лаптăкĕсене (районĕпе 2000 ытларах гектар юлнă) пусă çаврăнăшне кĕртесси. Кунашкал лаптăксем Атăлçи (1300 га ытла), Аксарин (700 га ытла) ял хутлăх территорийĕсенче уйрăмах пысăк.

Ÿсентăран отраслĕ çинче чарăннипе пĕрлех районăн тĕп аграрникĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç кăтартăвĕсене те тарăннăн сăнларĕ. Кунта çитĕнÿсем курăмлă, мăйракаллă шултра выльăх йышне те (çак шутра ĕнесен шутне те), çавна май сăвăм виçине те юлашки çулсенче ÿстерме пултарнă. Республика шайĕнче кашни ĕне пуçне тивекен сăвăм кăтартăвĕпе пĕрре мар малта пыни те пулнă. Çак отраслĕн малашнехи аталанăвне кĕтме те сăлтавсем пур. Тĕслĕхрен, кăçал Хуракассинчи В. Ермолаев фермер «Çемье ферми» федераллă программăна хутшăнса (пĕлтĕр ку программăпа М. Тагеев фермер выльăх ĕрчетме тытăнчĕ) сĕт паракан выльăхсем туянасшăн. Тепĕр инвестици проекчĕн тĕшшийĕ те пур-мĕн районта. «Развитие» ООО (Атăлçи ял хутлăх территорийĕнче) ашлăх ÿстерекен выльăх ĕрчетесшĕн. Планра – пилĕк çул хушшинче сахалтан та 500 пуç выльăх тытасси.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев аталану çулĕ çине тăма тăрăшакан ертÿçĕсене ырларĕ, çитменлĕхсемпе, япăх кăтартусемпе ĕçлекен ертÿçĕсенчен çирĕп ыйтасси çинчен аса илтерчĕ.

Канашлура районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ В. Уланкова, республикăн Ялхуçалăх министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕпе ĕçлекен специалисчĕ Е. Беденева та хуçалăх ертÿçисен пĕлмелли, асра тытмалли ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Иртнĕ çул районти аграри отраслĕ 43 млн. ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Кăçал та пулăш у формисем пулĕç, анчах та хăшпĕр енсемпе улшăнусем те çук мар. Çакăн çинчен аса илтерчĕ те Ялхуçалăх министерствин специалисчĕ.

Икĕ банк представителĕсем те ялхуçалăхне тивĕçтерекен кредит пулăшăвĕсем, вĕсен условийĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Çĕнĕ техникăна мĕне пăхса, епле хакласа туянма кирли çинчен «Чувашагрокомплект» АО представителĕ тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ.

Ялхуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров республикăри аграри отраслĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕпе, юлашки вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе, улшăнусемпе паллаштарнипе пĕрле Сĕнтĕрвăрри районĕн хăшпĕр кăтартăвĕсене уйрăммăн та хакларĕ.

Республикăн апат-çимĕç фончĕн ертÿçи А. Самаркин, ялхуçалăх ĕçĕсем пынă тапхăрта Сĕнтĕрвăрри районĕшĕн яваплăскер, минераллă удобренисем, акмалли вăрлăх тата ытти кирлĕ хатĕрсем туянассипе хуçалăхсен васкаварлăрах пулмаллине аса илтерчĕ. Вăхăт иртнĕ çемĕн хаксем «çыртаççĕ». Халлĕхе вара, тĕслĕхрен, Апат-çимĕç фондĕнчен пирĕн районтан пĕр «Нам ЭКО» ООО кăна минераллă удобрени туянма заказ панă-мĕн.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429567, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Аксарино, ул. Центральная Усадьба, 11
Телефон: 8(83542) 30-3-10
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика