Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аксаринсем те Культура çулне уçнă

08 февраля 2014 г.

Раççей Президенчĕ В.Путин хăйĕн ятарлă Указĕпе кăçалхи çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май пур çĕрте те çак çулталăк ячĕпе çыхăннă хаваслă мероприятисем иртеççĕ. Акă, нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри хулинче те Раççей культурин тĕнчери пысăк пĕлтерĕшне палăртса, обществăра ăна аталантарса упраса хăварас тĕллевпе савăнăçлă уяв пулчĕ. Ял хутлăхĕнчи культура ĕçченĕсем те çак ĕçе яваплă хутшăннă. Хăйсем ертсе пыракан Культура керменĕсене те асăннă çула уçма халăх йышлă пухнă. Акă, Аксарин ял хутлăхĕнче те çак уяв каçĕ чаплă лару-тăрура иртрĕ. Кунти библиотекăра тата ташă залĕнче чăвашсен тата вырăссен культурипе, авалхи йăла-йĕркисемпе тĕплĕ паллаштаракан выставкăсем йĕркеленĕ. Культура çулне уçма вара савăнăçлă конкурс программи хатĕрленĕ. Ку тăрăхри ялсенче, чăнах та, нумай енлĕ талантлă çынсем пурăнаççĕ - ал ĕç ăстисем, массăллă мероприятисене хутшăнакансем, литература вулавçисем тата ытти маçтăрсем. Çакна Аксарин культура центрĕн ертÿçийĕ Е.Пугачева уява уçнă май палăртса каланă. Залра ларакан культура ветеранĕсене, ял-йыша вăл уяв ячĕпе саламланă, малашне те пултарулăх ĕçĕсене пуçаруллă хутшăнма, культура çурчĕсене йышлă çÿреме чĕннĕ. Конкурссене хутшăнакансем пурне те такмаксем юрласа, ташласа савăнтарнă. Уявпа пухăннисем кăмăллă юлнă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429567, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Аксарино, ул. Центральная Усадьба, 11
Телефон: 8(83542) 30-3-10
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика