07 июня 2008 г.
“Çул вăл – пурнăç” тенĕ каларăш чăнлăха кĕрсе пырать. Çулсене йĕркене кĕртнĕ май, республикăри хула-районсен сăн-сăпачĕ улшăнса пынине куçпа курса тăратпăр. Акă, ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăртрах вĕçлес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” программи чăн ĕçпе çирĕпленни районта та уçăмлăн курăнать. Ял çыннисем ялсене шанчăклă çулпа çыхăнтарнипе çав тери кăмăллă.
Иртнĕ çул çул-йĕр ăстисем район территорийĕнче 8, 510 километр тăршшĕ çул тунă тата юсанă. Чылай ялсенче пурăнакансемшĕн район центрне, кÿршĕ районсене, тĕп хулана тухса çÿремешкĕн шанчăклă майсем уçăлчĕç. Райадминистрацин çул-йĕр секторĕн заведующийĕ, тĕп эксперт-специалисчĕ А.Г. Ильин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал район центрĕнчен чылай аякри ялсене такăр çулпа çыхăнтармалла. Çавна май ĕç калăпăшĕ те пысăк.
Асфальт çул лайăх, анчах та пит хаклă. Çав хушăрах çул çукки те тăкак кÿрет. Алексей Геннадьевич каланă тăрăх, 2008 çулта ялсене асфальт çулпа çыхăнтарма пурĕ 221 миллион та 376 пин те 158 тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран 9 миллион та 963 пин тенкĕ хушса панă. Умри тĕллевсене пурнăçласси вара çул-йĕр строительствин подрядчикĕсенчен, вĕсен ертÿçисем ĕçе мĕнле йĕркеленинчен нумай килет.
Районта çул-йĕр сарас енĕпе “Волгодорстрой” общество (ертÿçи К.Г.Жарков), Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” коллективĕ (ертÿçи Г.В.Смирнов), “Резон” ХАО (В.Н.Малашенков), “Дорсервис” ТЯО (директорĕ С.С.Майрукаев) тăрăшаççĕ.
Паянхи куна илсен, район территорийĕнче çула хăпартса, вак чул сарса асфальт хывассипе “Волгодорстрой” коллективĕн пысăк ушкăнĕ хастар ĕçленине палăртмалла. Çул-йĕр ĕçченĕсем Урикасси, Пухтанкасси, Ирчкасси, II Липовка ялĕсенче юлашки вак ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кăçал “Хĕрлĕ Чутай-Кÿпеш-Хурапыр” автоçула хута яма хатĕрлеççĕ. Паян-ыран çак коллектив район центрĕнчи Завод урамĕнче çул хывма пуçлать.
“Резон” коллективĕ “Хĕрлĕ Чутай-Вишенер-Дубовка-Пчелка” ялĕсене хытарнă çулпа çыхăнтарассипе тимлет. Палăртмалла, асăннă коллектив кăçал “Сура”-Тралькасси-Хăмаркка” автоçула юсаса çĕнетес тата Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ патнелле пыракан çула хăпартса асфальт сарас тĕлĕшпе ирттернĕ аукционра çĕнтернĕ.
Хальхи вăхăтра Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” строителĕсем Штанаш тăрăхĕнчи Урикасси ялĕнче Элĕк районĕн чикки таран çул хывассипе тимлеççĕ. Шанчăклă организаци теççĕ ун пирки. Коллектив районта чылай паха ĕç тунă.
2007 çулта пуçланă объектсенче, тĕпрен илсен, ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçалхи ĕç планĕ те пĕчĕк мар. 2008 çулта Трапай ялне асфальт сарса “Сура” автоçулпа, Горбатовка ялĕ витĕр 1, 9 километр тăршшĕ çул хывса Çĕмĕрле районĕпе çыхăнтармалла. Çу кунĕсенче Кивĕ центрти автоçула тĕпрен юсаса çĕнетме тĕллев лартнă. Халĕ ку тĕлĕшпе аукцион пырать. Июнĕн 25-мĕшĕ хыççăн аукционра мĕнле подрядчик çĕнтерни паллă пулĕ. Çавăн пекех кăçалхи планпа килĕшÿллĕн “Хĕрлĕ Чутай-Пчелка” (100 метр), “Сура”-Утаркасси (100 метр), “Сура”-Березовка-Кишлĕ” (200 метр) çулсене юсассине, “Элĕк-Кив Атикасси-”Сура” трассăна юсаса çĕнетессине ĕç планне кĕртнĕ.
Кунсăр пуçне Кив Атикасси, Штанаш, Уйпуç ялĕсем çывăхĕнче çĕнĕ автопавильонсем вырнаçтарма палăртнă.
Тепĕр çĕнĕлĕх. Транспорт хатĕрĕсен шучĕ ÿссе пынă май, хăвăрт çÿрекен автомашинăсем çул çинче пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Водительсене руль умне ларсан тимлĕхе çухатмалла маррине асăрхаттарас тĕлĕшпе район территорийĕнче “выртакан полицейски” вырнаçтарма йышăннă. Вĕсем “Пилеш” ача садне каймалли, район центрĕнчи Çĕнĕ урамĕнчи, 23-мĕш номерлĕ аптека çывăхĕнчи, Кивĕ центрти чиркÿ тĕлĕнчи тата Серенкасси клубĕ çывăхĕнчи çулсем çинче пулĕç. Ку ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен 200 пин тенкĕ укçа уйăрнă ĕнтĕ. Тен, çапла туни аварисен шутне чакарĕ.
Çапла, тĕллевсем пĕчĕк мар, вĕсем пурнăçа кĕресси иккĕлентермест. Çул-йĕр ăстисем ĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"