11 апреля 2008 г.
Вĕренни – çутăлăх тенĕ. Çак каларăша ăша хывнă та-и, тен, Костя Штанашри вăтам шкула çÿреме пуçласан. Анчах та каччăн çутă ĕмĕчĕсем татăлаççĕ.
18 çула кайсанах, 1943 çулхи январь пуçламăшĕнче, ăна, 10-мĕш класра вĕренекенскере, аслă вăрçа илсе каяççĕ. Фронтран таса та сывă таврăнсан, малалла вĕренетĕпех тесе шухăшланă пулĕ çав... Кузьма Платонович Паденов 1925 çулта Тури Çĕрпÿкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Платон, амăшĕ, Пелагея, çĕр ĕçченĕсем пулнă. Çемьери виçĕ ачаран Костя вăталăхĕ. Аслă аппăшĕ çамрăклах вилнĕ. Шăллĕ Çĕпĕре ĕçлеме кайнăскер унта ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Пĕрремĕш класа Костя ялти колхоз çамрăкĕсен ултă çул вĕренмелли шкулне каять. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн Хурашашри тулли мар вăтам тата Штанашри вăтам шкулсенче пĕлÿ пухать. Маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, аттестат илме ĕлкĕреймест вăл. Вăрçă çулĕсенче вара «Великая Отечественная война II степени» ордена, «За освобождение Северной Кореи» медале тивĕçет. 1949 çулта кăна фронтран киле таврăнать. Хыççăнах Хусанушкăньчи вулав çурчĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Ялти «Память Ленина» хуçалăхра та ĕçлет. Çав вăхăтрах вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илме те ĕлкĕрет. 1950 çулта Курганти ял хуçалăх институтне çул тытать, ăна ăнăçлă пĕтерсе ученăй-агроном ятне илет.
Кузьма Платонович студент çулĕсенчех наука обществин членĕ пулса тăрать. Ăслăлăх тĕпчевĕсен ĕçне активлă хутшăнать. 1956 çулта Уралта тĕпчев институчĕ уçăлсан ăна çавăнта куçараççĕ. Кайрантарах вăл Минскри ÿсен-тăрансене хÿтĕлекен пĕтĕм союзри институтăн опытлă станцийĕнче ĕçлеме пуçлать. 1969-1971 çулсенче институтăн ученăй-секретарĕ пулса тăрать. 20 çул хушши унтах ÿсен-тăрансене химиллĕ майпа хÿтĕлекен пай ертÿçинче тăрăшать. Хыççăн аслă наука сотрудникĕнче вăй хурать.
К.Паденов – ял хуçалăх ăслăлăхĕн докторĕ, профессор. Хăй ĕçленĕ çулсенче тăватă наука кандидачĕ хатĕрленĕ тата тăватă çын диссертаци хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ. Вăл хутшăннипе 7 наука кĕнеки, 10 брошюра, аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем валли сĕнÿсемпе методика кăтартăвĕсене 19 хатĕрленĕ. 250 наука ĕçĕ çырнă.
Маларах асăннă орденпа медале шута илсен, унăн пурĕ 15 награда. Белоруссин Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, Ял хуçалăх министерствин ултă Хисеп грамотине, СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн икĕ кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.
«Ĕçлĕ командировкăсемпе Японире, пирĕн республикăри Вăрнарти хими заводĕнче, ял хуçалăх академийĕн опытлă станцийĕнче пĕрре кăна пулман. Чăваш ене килсен пирĕн пата та курма кĕрсе тухатчĕ. Хăй çырнă кĕнекесене парнелетчĕ”, – аса илет халĕ иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Герасим Васильевич Федоров пенсионер.
К.Паденов профессор халĕ те Минск хулинчех пурăнать. Мăшăрĕпе ывăл ÿстернĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"