04 апреля 2008 г.
Нумай пулмасть Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче тавра пĕлÿçĕсен IX съезчĕ пулса иртрĕ. Унта хамăр республикăри тавра пĕлÿçĕсем çеç мар, кÿршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчен те делегатсем килсе çитнĕ. Районтан съезда “Çын тата çут çанталăк” музей директорĕ З.С.Спиридонова, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Г.Савельев (Элĕк районĕ) хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Съездра тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç, тивĕçлисене “Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ” тата “Халăх академикĕ” ятсем парса чысларĕç. Штанаш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашара пурăнакан 73-ри Г.С.Лосева педагога “Край ромашковый Кумашка” тата “Бойца к жизни вернула любовь” кĕнекесемшĕн чăваш наци академийĕн йышне илчĕç. Тавра пĕлÿçĕсен союзне 17 çул хушши ертсе пынă В.П.Никитин – Станьяла хăй ыйтнипе ку ĕçрен хăтарчĕç. Правлени йышне çĕнĕрен суйланисенчен пĕрне, Вăрнар районĕнчи Калинино салинче çуралса ÿснĕ 60 çулхи Станислав Гурьевич Отрыванова, отставкăри офицера, тавра пĕлÿçĕсен председателĕ пулма суйласа çирĕплетрĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"