19 декабря 2007 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин тĕп тĕллевĕ – 18 çул тултарман çамрăксене право йĕркисене пăсасран асăрхаттарасси.
Çак кунсенче комисси членĕсем – районти тĕп больницăн наркологĕ Александр Яковлев, комисси секретарĕ Алевтина Кучекеева, социаллă аталану пайĕн специалисчĕ Алина Михуткина, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Александр Михопаркин, прокурор çумĕ Андрей Ермолаев ял клубĕсене, талăкĕпех ĕçлекен лавккасене çитсе вĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Иккĕмĕш Хурашашри, Çĕн Атикассинчи, Штанашри клубсенче тата каçхи икĕ барта çул çитмен çамрăксем эрех ĕçнĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Административлă право йĕркине пăсни çинчен икĕ протокол çырнă.
Çакăн пек каçхи рейдсем кирлех.