04 декабря 2007 г.
1984 çулхи ноябрь уйăхĕ. Район хаçачĕн редакцине пирĕн ентеш Иван Лисаев çыравçă пырса кĕчĕ. Вăл пĕрремĕш ракетчиксем – Шулюра пурăнакан Алексей Анисимович Захаровпа Штанашри Иван Николаевич Коннов çинчен документлă повесть çырма ĕмĕтленнĕ-мĕн. Материалĕсене те пухса çитернĕпе пĕрех иккен.
– Кĕçех ракетăллă çарсемпе артиллери кунĕ, – терĕ вăл. – Çавна май икĕ ветеранăн тĕл пулăвне йĕркелеме шут тытрăм. Алексей Анисимович машинăра ларса юлчĕ-ха. Ăна Иван Николаевич патне илсе çитересшĕн. Пирĕнпе пĕрле пыма кăмăл çук-и?
Акă, эпир çула тухрăмăр. Штанаш ялне çитсен вырăсла хапхаран пире хирĕç шап-шурă çÿçлĕ, вăрăмрах пÿллĕ çын тухрĕ. Вăрçă ветеранĕсем пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç.
– Алеша, – терĕ Иван Николаевич, – мĕнле килме пĕлтĕн.
– Ара, ракетăллă çарсемпе артиллери кунĕ çывхарать-çке. Пирĕн уяв çывхарать...
– Иван, – тет Алексей Анисимович хăйĕн çапăçури тусне. – Эпир санпа чи малтанхи хут хăçан тĕл пулнине астăватăн-и?
– Манас çук ăна нихăçан та, – хаш! сывлать Иван Коннов. – 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайри çар ĕç комиссариатĕнче. Унтанпа пайтах вăхăт иртрĕ. Çапах ун чухне хут купăспа хам каланă çемĕ халĕ те хăлхарах-ха...
– Пирĕн туслăх ĕмĕре тăсăлтăр. Вăл чĕрем тапма чарăничченех çирĕп пултăр. Шел, Степан Павлович Плисов ку таранччен пурăнаймарĕ. Аманса-сусăрланса пĕтни ăна пирĕнтен, тăван Ишеккасси ялĕнчен вăхăтсăр уйăрчĕ.
... Гварди капитанĕн Иван Андреевич Флеровăн реактивлă артиллерин уйрăм батарейине лекнĕ вĕсем. Мускав çывăхĕнчи Бородино уйĕнчи Кутузов палăкĕ умĕнче тупа тунă. Вăрттăн хĕç-пăшал пулнă ун чухне «Катюшăсен» установкисем. Вĕсем çинчен аслă çар начальникĕсем те пĕлмен-ха, никама та, нимĕн те калама юраман.
Çĕнĕ те хăватлă установкăсен тытăмне, вĕсемпе мĕнле усă курмаллине поездпа пынă вăхăтра вĕреннĕ. Каçхине вакунра канса илнĕ, кăнтăрла, пĕр-пĕр вăрман уçланкинче, çар ăсталăхне ÿстернĕ. Алла хут-ручка паман, нимĕн те çырма юраман. Çул фронта выртнă.
1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕ историне кĕрсе юлнă. Çак кунхине, кăнтăрла иртсен, «Катюшăсем» пĕрремĕш залп панă. Çичĕ установка вăрман хĕррине тухса ларнă. И.Флеров капитан, Генеральнăй штаб представителĕ Кривошапов тата тепĕр ик-виçĕ офицер сăнав пунктне вырнаçнă. Вĕсемпе пĕрлех Алексей Захаров аслă сержант. Вăл – радиостанци начальникĕ, унăн установкăсемпе сăнав пункчĕ хушшинчи çыхăнăва йĕркелемелле.
И.Флеров капитан хăйне яланхи пекех лăпкă тытнă. Вăл вăрçă тути-масине финсемпе çапăçнă чухнех тутанса пăхнă. Унăн кăкри çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялкăшнă. Халĕ те вăл васкамасăр расчет тунă. Ăна темиçе хутчен тĕрĕсленĕ. Унтан Орша станцийĕ çине ракетăсемпе пеме хушнă. Акă, тепĕр самантран тавралăха вут-çулăм хыпса илнĕ. Хĕç-пăшал, бензин, снарядсем нумай пулнă ку станцире. Вĕсем пĕтĕмпех вут-çулăм айне путнă.
– 15 сехет те 15 минут, – савăнăç палăрнă И.Флеров капитан сăн-питĕнче. – Оршăра – ракетăсен вут-çулăмлă çавра çилĕ. Оршăран Берлина çиттĕр вăл!
Часах батарейăна пуçтарăнма хушнă. Установкăсем, пĕрин хыççăн тепри, вăрмана кĕрсе çухалнă...
Тăваттăмĕш установка командирĕ И.Коннов аслă сержант пулнă. “Малтанхи командăсене, пĕрремĕш залп панине паянхи пек астăватăп”, – тесе каласа панăччĕ ун чухне вăл. Ун хыççăн пайтах çапăçусене кĕнĕ пулин те, июль уйăхĕнчи çав кун унăн чун-чĕрине çивĕч те хастар туйăм кĕртнĕ. Ун чухне вĕсем, батарейăри командирсемпе салтаксем, вĕсен аллинче чăннипех те вăйлă та хăватлă хĕç-пăшал пулнине курса ĕненнĕ.
И.Конновпа А.Захаров куçĕсем шывланаççĕ. Вăрçăра савăнăçпа пĕрлех хурлăхĕ, инкек-синкекĕ те çÿренĕ-çке.
– Смоленск çывăхĕнче, Богатырь ялĕ патĕнче, танмар çапăçура пирĕн батарея пĕтрĕ, – терĕç вĕсем. – Тĕрĕсрех каласан, фашистсен аллине пĕр установка ан лектĕр тесе, сирпĕтрĕмĕр вĕсене. Çавăнтах пирĕн командир И.Флеров капитан хăйĕн установкипе сывлăша сирпĕнчĕ.
... Машинăсем пĕрин хыççăн тепри арканнă. И.Коннов аслă сержант вăрман енне чупма пикеннĕ. Умра – фашистсен танкĕ. Салтак çумĕнче – икĕ граната. Пĕрне хăвăрт танк çине ывăтать. Анчах танк патне çитеймест вăл. «Хăвна лăпкăрах тыт, Иван», – сасăпах калать Штанаш чăвашĕ. Иккĕмĕш граната тĕл тивет, танк гусеници татăлать, «тимĕр купи» пĕр вырăнта çаврăнса илет. Анчах хăйне те сывлăш хумĕ килсе çапать, вăл аяккала ывтăнса каять.
Тăшман тылне юлать чăваш каччи. Смоленск таврашĕнчи вăрмансенче партизанра çÿрет. Разведчик пулать. Амансан, «Пысăк çĕр» çине ăсатаççĕ ăна. Сывалнă хыççăн каллех фронта тухса каять.
Хăйсем пĕрремĕш ракетчиксем пулнине А.Захаров та, И.Коннов та çирĕм çула яхăн ял-йышра хыпар-хăнар туман. Вăрттăнлăха ăшра тытмалли пĕр самант та пуçран тухман.
Пĕррехинче Алексей Анисимович Шупашкартан таврăннă. Тăван ялне, Шульăва çитме çул çывăх мар. Çавна май вăл каçа хирĕç килне каймасть, Хĕрлĕ Чутайри гостиницăна кĕрет. Сĕтел çинче пĕр журнал выртать-мĕн. Ăна уçкаласа пăхать А.Захаров. Ÿкерчĕкре палланă сăн-питлĕ, гимнастерка тăхăннă çын ларать. Ара, ку вĕсен командирĕ И.Флеров капитан-çке!
Алексей Анисимович киле çитсенех хăйĕн çапăçури тусĕ И.Коннов патне çыру çырать. Лешĕ Мускавра тухса тăракан, Флеров сăнне пичетленĕ журнал редакцине пĕлтерет. Çакăнтан пуçланса каять малтанхи ракетчиксен паттăрлăхĕ çинчен хаçат-журналта çырасси. Журнал редакцийĕнчен Н.Афанасьев журналист килет, батарея çул-йĕрĕ çинчен пĕтĕмпех ыйтса пĕлет, сывă юлнă ытти командирсемпе тата салтаксемпе курса калаçать, архивсенче кирлĕ материалсем пухать. Унтан кĕнеке çырса кăларать.
Кайрантарах И.Флеров ывăлĕ – Юрий Иванович – Шупашкара килет. Каллех хумхануллă самант. Вăл ашшĕ çинчен ыйтса пĕлет, унăн çапăçури юлташĕсемпе курса калаçать. Юлашкинчен алла çыхса çÿремелли «Победа» сехет парнелет.
– Эсир Аслă вăрçăра фашистла Германие çĕнтертĕр, – тет вăл. – Çĕнтерÿçĕсене – чыс-хисеп.
Шел, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Иван Коннов халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Алексей Анисимович пурăнать-ха, ăна вăй-хал, çирĕп сывлăх кăна сунмалли юлать.
... Смоленск облаçĕнчи Богатырь ялĕ çумĕнче, çÿллĕ постамент çинче, «Катюшăсен» установкине вырнаçтарнă. Ăна реактивлă артиллерин пĕрремĕш батарейинчи боецсемпе командирсене сума суса лартнă. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çын татăлмасть кунтан. Малтанхи ракетчиксене пуç таяççĕ, вĕсен хăюлăхĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"