Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ тытăмĕ пысăк хăвăртлăхпа çĕнелсе улшăнать

25 августа 2007 г.

Хĕрлĕ Чутайри гимназире иртнĕ канашлăва Атнарти, Питĕркассинчи вăтам, Серенкассинчи тĕп, Ишеккассинчи пуçламăш шкулсенче тата гимназире ĕçлекен учительсемпе шкул директорĕсем пухăнчĕç.

Канашлу пуçланиччен гимназире тăрăшакансем пухăннисене ресурслă центрăн тата база шкулĕн электронлă презентацийĕпе паллаштарчĕç. Унтан гимназире вĕренекенсем канашлăва пухăннисене сăвăсем каласа, юрă-ташă парнелесе вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç.

Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева уçрĕ, пухăннисене килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Учительсен пухăвне райадминистраци пуçлăхĕ А.И.Криков, Вĕрентÿ министерствин йĕркелÿпе тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Е.С.Тимофеева хутшăнчĕç.

Татьяна Николаевна вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проект ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçĕн пахалăхне лайăхлатмалли тĕп çул пулни çинчен доклад туса пачĕ. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ, 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, шкул ачисен, педагогсен тĕрлĕ конкурсри, олимпиадăри, Пĕрлехи патшалăхăн экзаменĕсенчи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Мăн Этменти, Атнарти тата Питĕркассинчи шкулсенче ăс пухакан ачасем ытларах республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăннине, вĕсен кăтартăвĕсем кирлĕ шайра пулнине пĕлтерчĕ. Çав хушăрах районпа республика шайĕнче математика, физика, информатика, хими предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсен кăтартăвĕсем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче начартарах пулнă.

“Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти пĕтĕм шкулăн та Интернетпа çыхăнма май пур. Шкулсен 82 проценчĕн хăйсен сайчĕ пуррине палăртмалла, çав шутран 62 проценчĕ сайтсене çĕнетсе тăрать.

“Вĕрентÿ” наци проекчĕ витĕм кÿнипе районти 143 класс руководителĕ хушма хавхалантарăва тивĕçнĕ, Мăн Этменти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Г.Полозина Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Шкулсене 3 миллион тенкĕ ытла тăракан вĕрентÿ оборудованийĕсемпе пуянлатнă, пурлăхпа техника никĕсне 4 миллион çурăлăх çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Атнарти вăтам шкула çĕнĕ автобус килнĕ. Хĕрлĕ Чутай гимназийĕпе Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсенчи пĕрремĕш класа каякансене сĕтел-пуканпа, столовăйсене - çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç.

Паянхи куна республикăри тата районти шкулсенче вĕрентĕве çĕнĕлле ертсе пырасси тата укçа-тенкĕпе хăйсен тĕллĕн усă курасси пурнăçа кĕрсе пырать.Çакă шкулта тăрăшакансен яваплăхне ÿстерме ыйтать. Анчах та учительсен 2,8 проценчĕ çеç районти тата республикăри конкурссене хутшăннă.  Т.Шереметьева çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ку кăтартăва ÿстерме тăрăшмалли çинчен каларĕ.

Татьяна Николаевна докладне сÿтсе явнă май хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн директорĕ Р.Н.Ильина, Атнарти вăтам шкул директорĕ В.И.Прокопьев тата Питĕркассинчи вăтам шкул директорĕ А.И.Дерстуганов тухса калаçрĕç. Унтан ЧР Вĕрентÿ министерствин йĕркелÿпе тата информаципе  тивĕçтерекен пайĕн начальникĕ Е. С.Тимофеева сăмах илчĕ. Вăл канашлăвăн теми вĕрентÿ тытăмĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Елена Сергеевна республикăри ытти районсемпе танлаштарса  пирĕн районта вĕрентÿ ĕçĕ еплерех пынине тишкерчĕ. Кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, япăхах мар. Шкулсенче ресурс центрĕсем пурри, шкул ачисем олимпиадăсене хутшăнни, вĕрентекенсем грантсем илме пултарни, ачасем пуян ăс-хакăллă, кăмăл-сипетлĕ пулччăр тесе тăрăшни - вĕрентÿ ĕçĕн лайăх енĕсем. Çав хушăрах Пĕрлехи патшалăх  экзаменĕсен кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн район истори предмечĕпе çеç пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Çул çитмен ачасем право йĕркине пăснă тĕслĕхсем ÿсни те кăтартусене пĕчĕклетет.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа шкулсенче учительсене ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли тытăм çине куçаççĕ. Елена Сергеевна çак тытăмăн çĕнĕ пĕлтерĕшĕ мĕнре пулнине тĕплĕн ăнлантарса  пачĕ.

Çĕнĕ йĕрке тăрăх учителĕн професси ĕç-хĕлĕн кăтартăвне хакласси икĕ пайран тăрать: никĕс пайĕ тата хавхалантару пайĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче районти шкулсене ĕçри уйрăм çитĕнÿсемшĕн тÿлеме ĕç укçин 10 процентне уйăраççĕ. Эксперимент шучĕпе Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ ĕç укçине çĕнĕлле тÿлес тытăм çине куçать. Кунти учительсен ĕç вăхăчĕ эрнере 36 сехетпе танлашать. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, педагогсен ĕç укçи 25 процент ÿсет.

Ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлес тытăм çине куçнă май вĕрентÿре ĕçлекенсене аттестацилес йĕркене те улшăнусем кĕтеççĕ.

Педагогсен канашлăвне район пуçлăхĕ А.И.Криков малалла тăсрĕ. Вăл районти шкулсене çĕнĕлле ĕçлеме пулăшас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине  пĕлтерчĕ. Атнарти, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче юсав ĕçĕсем пынине, шкул автобусĕсен çĕнĕ маршручĕсем уçăлнине палăртрĕ. Шкулсен республика Президенчĕн грантне çĕнсе илессипе тăрăшарах ĕçлемеллине каларĕ.

Унтан Александр Иванович район пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ Питĕркассинчи вăтам шкула 50 пин тенкĕ парса чысларĕ. Çавăн пекех пултаруллă учительсем: Н.В.Тимакова, И.Е.Захарова, Г.Н.Гусельщикова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Г.Я.Хохлова, Л.В.Жукова, Т.П.Альгешкина (Питĕркасси) - 5-шер пин тенкĕ илме тивĕçрĕç.

А.И.Криков райадминистрацин Хисеп грамотисене Н.В.Тимакована, Э.С.Михеевана (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Т.П.Альгешкинана, А.А.Куропаткинана (Питĕркасси), А.И.Канцелярована (Серенкасси), Г.Л.Спиридонована (Атнар) парса саламларĕ.

Е.С.Тимофеева вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Н.П.Артемьевана, Т.Ф.Иванована (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), М.Ю.Вазинана (Питĕркасси) ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисене парса чысларĕ.

Вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче тăрăшакан Г.Ю. Селянкина, В. А.Ефимов, А.О.Калейкина, Л.А.Чеченешкина, В.Н.Архипова тивĕçрĕç.

х х х

Мăн Этменти вăтам шкулта иртнĕ педагогика ĕçченĕсен канашлăвĕнче те районта вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проекта пурнăçлас тата учительсене ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли тытăм çине куçас ыйтусене пăхса тухрĕç. Унăн ĕçне “ЧР пурлăх фончĕ” РСГУ-н директорĕ В.В.Петров, район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.М.Пигильдина хутшăнчĕç, вĕсем вĕрентекенсем умĕнче тухса калаçрĕç, вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕç, ачасене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани пама сунчĕç.

Вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем вĕренекенсен пĕлĕвне ÿстерессишĕн, ăс-хакăлне пуянлатассишĕн пĕтĕм чунтан вăй хураççĕ. Пуçаруллисене вара пур енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. Акă, канашлура “ЧР пурлăх фончĕ” РСГУ-н директорĕ В.Петров вĕрентÿ тытăмĕнче ăнăçлă ĕçленĕшĕн Мăн Этмен шкулĕнче истори предметне вĕрентекен В.В.Кабардаева ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Иртнĕ çул район пуçлăхĕ А.И.Криков хăйĕн йышăнăвĕпе 10 учителе 5-шер пин тенкĕ преми пама палăртнăччĕ. Мăн Этмен шкулĕн пуçламăш класс учителĕ Г.Г.Кукушкина шăпах район пуçлăхĕн премине илме тивĕçнĕ. Çак ятпа район пуçлăхĕн çумĕ И.Хораськин ăна сертификат парса саламларĕ. Çавăн пекех Иван Лаврентьевич 50 çул тултарнă тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Ю.В.Гурьянов (Шулю), О.Н.Михеевапа А.А.Яхатина (Мăн Этмен) педагогсене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Канашлура шкул директорĕсем, вĕсен çумĕсем тухса калаçрĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç, шкулсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Уйрăмах Тралькассинчи шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.В.Ермакова хатĕрленĕ доклад асра юлмалла пулчĕ. Надежда Васильевна хăйĕн сăмахĕнче шкул «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласа ĕçлесе пынине, вĕрентĕве çĕнĕлле аталанма пулăшакан проекта шутласа кăларакансене тав тунине палăртрĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхнă учителĕн, кăçал ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнĕ педагогăн докладĕнче çакăн пек сăмахсем янăрарĕç: «Пурнăç уттинчен юлар мар, çĕнĕлле ĕçлер те малалла утар». Çапла, чăн-чăн педагогăн пурнăç таппинчен юлмасăр çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пымалла. Кун пек чухне çеç кăтартусем аван пулĕç.

х х х

Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта иртнĕ канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин тата вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекенсем хутшăннă.

Район пуçлăхĕн грантне С.Н.Маркова (Хусанушкăнь), С.Н.Петрейкинана (Çĕн Атикасси), Г.В.Зотована (Штанаш) парса чысланă.

Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине -  С.Н.Петрейкина (Çĕн Атикасси), райадминистрацин Хисеп грамотисене В.А.Евсеев (Çĕн Атикасси), С.Н.Марков, Р.И.Андреева, Г.П.Кузьмина (Хусанушкăнь), В.Н.Парикова,  Н.В.Ешмейкина (Штанаш) тивĕçнĕ.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕнче педагогсем секцисенче ĕçлерĕç. Ĕç укçине çĕнĕлле тÿлемелли тытăма, ачасене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парас ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика