17 августа 2007 г.
Районти вĕрентÿ тытăмĕ хăйĕн ĕçне «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçлас тĕллевпе йĕркелесе пырать. Экономикăн кăткăс лару-тăрăвне пăхмасăрах вĕренÿ учрежденийĕсене сыхласа хăварма тăрăшнă.
2005-2006 вĕренÿ çулĕсенче районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 17 шкул шутланнă (7 вăтам, 7 тĕп, 3 пуçламăш шкул-сад), вĕсенче 2378 вĕренекен ăс пухнă. 2006-2007 вĕренÿ çулĕсенче ачасен хисепĕ чакнă, пурĕпе те 2253-ĕн вĕреннĕ. Паянхи кун тĕлне илсен, районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 16 шкул шутланать (7 вăтам, 5 тĕп, 4 пуçламăш шкул-сад). Демографи лару-тăрăвĕ çивĕч тăрать, 2010 çул тĕлне шкулсенче 300 вĕренекен таранах чакĕ.
2006-2007 вĕренÿ çулĕсем тĕлне шкулсенче ăс пухакан ачасен йышĕ пĕчĕкленнипе Пантьăк тата Хурашаш шкулĕсене реконструкцилеме, вĕсем вырăнне пуçламăш шкул-садсем туса хума тивнĕ. Кăçалхи тата çитес çулхи вĕренÿ çулĕсем тĕлне те улшăнусем кĕтеççĕ. Кăçал Штанашри вăтам шкул - тĕп шкул, çитес çул Серенкассинчи тĕп шкул пуçламăш шкул-сад пулса тăрĕç.
Районта шкул çулне çитмен ачасем валли икĕ ача сачĕ: «Хĕвел», «Пилеш» ĕçлет. Çавăн пекех 4 вĕренÿ учрежденийĕнче - пуçламăш шкул-садсене, 10 шкул çумĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсене уçнă. 2006-2007 çулсенче вĕсене 526 пепке çÿренĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тĕллевпе 54 воспитатель ырми-канми вăй хунă. Палăртмалла, 54 воспитательтен 20-шĕ аслă пĕлÿллĕ, 34-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ, 11-шĕ - иккĕмĕш. Ачана ача садне çÿретнĕшĕн ашшĕ-амăшĕ 2006 çулта уйăхне 200 тенкĕ тÿленĕ. Нумай ачаллă çемьесене адреслă пулăшупа тивĕçтернĕ: 6 инвалид ача садике тÿлевсĕрех çÿренĕ, 28 пепкешĕн ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ 50 процентпа çеç танлашнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх ача сачĕсене ачана çÿретнĕшĕн ашшĕ-амăшĕн тÿлев укçине компенсацилет.
Республика, район шайĕнчи тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн, шкулсенче вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетсех тăнă. 2006 çулта шкул автобусĕсене, кăтарту хатĕрĕсене, компьютерсене, мультимедиапроектсене, интерактивлă доскасене... туянма 2 миллион та 22 пин те 7 тенкĕлĕх тăкакланнă. Палăртмалла, кăçалхи май уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров вĕренÿ тытăмне патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатас, вĕренÿ пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстерес, ачасене пĕлÿ тата воспитани панă вăхăтра вĕсен сывлăхне сыхламалли тата çирĕплетмелли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе Указ йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕлне пĕрремĕш класа çÿрекен кашни ачанах çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерĕç. Ку, паллах, ачасен вĕренес кăмăлне, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерĕ. Çакна та асăнмалла, паянхи куна районта 4 база шкулĕ: Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ, Атнар, Мăн Этмен тата Çĕн Атикасси шкулĕсем. Çитес вăхăтра çак шкулсенчи классемпе библиотекăсенче, столовăйсенче çĕнĕ сĕтел-пукан пулĕ, вĕренекенсем те чылай çĕнĕ художествăлла литературăпа усă курма пултарĕç. Çавăн пекех база шкулĕсенче юсав ĕçĕсем иртрĕç: Мăн Этмен шкулĕнче урайне линолиум сарса çĕнетме, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕпе Çĕн Атикасси шкулĕсенче столовăйпа спорт залĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерме, Атнар шкулĕн çи виттине улăштарма тата ăшă пыракан шыв пăрăхĕсене ылмаштарса çĕнетме палăртнă. Калас пулать, районта 9 шкул автобусĕ шутланать. Вĕренÿ çулĕ тĕлне тата тепĕр шкул автобусĕ Атнар шкулне, Çĕн Атикассине микроавтобус килмелле. Апла пулсан, вĕренекенсене шкула автобуспа илсе çÿресси çăмăлланать. Иртнĕ çул шкул автобусĕсене çаврăнма 6 площадка хута янă, ку ĕçре 3 миллион ытла тенкĕлĕх тăкакланнă.
Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ компьютерсемпе тивĕçтерессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2006 çулта вĕрентĕве информатизацилес тĕллевпе 1 миллион ытла укçа уйăрнă. Енчен те 2006 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 вĕренекене 1 компьютер тивнĕ пулсан, кăçалхи çак тапхăрта ку кăтарту 16,6-па танлашнă. Компьютер технологийĕсене алла илнĕ учительсен хисепĕ те ÿсет. 2005-2006 вĕренÿ çулĕсенче педагогсен 54 проценчĕ компьютерпа ĕçлеме пĕлнĕ пулсан, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 75 процентпа танлашнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"