11 августа 2007 г.
Уйăхсеренех районта тĕрĕс çул çинчен пăрăннисемпе тĕл пулса калаçас, вĕсене юсанма пулăшас тата май парас, ăнлантару ĕçĕ ирттерес тĕллевпе Профилактика кунĕ иртет. Августăн 9-мĕшĕнче те черетлĕ Профилактика кунĕ пулчĕ. Райадминистрацин ĕçченĕсемпе участковăйсем тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем 10 ушкăна йĕркеленсе вырăна тухса кайрĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăхпа экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин ертсе пыракан ушкăн Штанаш ял тăрăхне çитсе курчĕ. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Руссков пĕлтернĕ тăрăх, кунта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 2 çемьене учета илнĕ. Профилактика кунне килсе çитнĕ ушкăн вĕсем патне кайса курма шут тытрĕ. Чи малтанах Штанаш салинче пурăнакан Ермеевсем патне кĕтĕмĕр. Пире кил хуçи Александр кĕтсе илчĕ. Кил картишĕнче 4 ача кĕшĕлтететчĕ. Асли 12 çулта, иккĕшĕ шкула та çÿремеççĕ. Ниçта та ĕçлемен ашшĕ-амăшĕсем ачисене тирпейлĕхе вĕрентменни палăрмаллах сисĕнчĕ. Каçсерен çăвăнас килменнине Лена хĕрĕ пытармарĕ те. Сăмах май, Ермеевсен мунчи те çук. Тăватă ача ашшĕ арăмĕн амăшĕ патĕнче мунча кĕркелетпĕр тесе пĕлтерчĕ. Эрехпе туслă мăшăр хăйсен тĕпренчĕкĕсене малашне те тимлĕх уйăрмасан çемье арканма пултарасса шутламасть те ĕнтĕ. Вĕсем хăйсем йĕркеллех пурăнатпăр теççĕ пулас, айăпне те йăнăшне йышăнни сисĕнмерĕ.
Унтан Упукушкăнь ялĕнче пурăнакан Алина Геннадьевна Ивановапа тĕл пултăмăр. Вăл пĕр ывăл ÿстерет, Саша 13 çулта. Ĕçсĕр 31 çулхи хĕрарăм эрехе тиркесе кайманнине пытармарĕ. Алина хăйĕн 65 çулти амăшĕпе тата инвалид пиччĕшĕпе пурăннине пĕлтерчĕ. Пенси укçипе кăна майлашăнкаласа пурăнма йывăрри каламасăрах паллă. Темшĕн-çке Алина ачашăн паракан пособие илме те, пиччĕшĕ инвалид пулнине çирĕплетессишĕн документсем хатĕрлеме çÿреме те васкамасть. Кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерсен çемьен начар бюджетне пысăклатма витĕмлĕ пулăшу пулĕччĕ. Саккăрмĕш класа куçнă арçын ачана та шкула кайма сахал мар вĕренÿ хатĕрĕ кирлĕ, çи пуçне те туянмалла-çке. Алина каланă тăрăх, ывăлĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнче партта хушшине ларма пурте пур. Çакă иккĕлентерет. Хĕл каçма вĕсен вутти те çукки палăрчĕ. Тахçан та пĕрре тырăлла ĕçлеме кайса килнипе Алина çемьене мĕнле пулăшĕ-ши;
Çакăн пек çемьесем районта пурри питĕ пăшăрхантарать, вĕсене курсан чун ыратать. Эрехпе айкашакансем ачисем çинчен манаççĕ, пур йывăрлăха та эрех ĕçсе пусăрăнтарма тăрăшаççĕ, вĕсем пурнăç тĕллевне те çухатнă тейĕн. Хаяр шĕвек авăрне лекнисен, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисен хисепĕ чактăр тесе вирлĕн кĕрешмеллех паллах. Анчах кун пек чухне çын хăйĕн йăнăшне йышăнни, çемье тата ачасем умĕнче айăпне туйни, çирĕп кăмăлпа тĕрĕс çул çине тăма ăнтăлни кирлĕ. Çаксем пулмасан сăмахпа ăнлантарнин, вăрçнин усси сахалтарах.
Источник: "Пирěн пурнăç"