27 июня 2007 г.
“Вăрттăнлăх, суя çав-çавах тÿрре тухать”, - тенĕ ваттисем. Кăçалхи мартăн пĕрремĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн судĕнче вăрă-хурахла ĕçсем тунăшăн уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Ку хутĕнче суд умне Элĕк районĕнчи Ураскилт (Раскильдино) ялĕнче çуралса ÿснĕ, унччен темиçе хут та айăпланнă, 45 çулхи Николай Ильич Кадеев тăнă. Вăл, 2006 çулхи август уйăхĕнче кăна ирĕксĕрлĕхрен тухнăскер, тÿрĕ çул çине тăрса, çемье çавăрса, йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнма шутламан.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче çĕрлехи тĕттĕмпе усă курса Упукушкăнь ялĕнче вырнаçнă лавккана чÿрече çĕмĕрсе кĕрсе эрех-сăра, туртмалли, апат-çимĕç вăрласа тухнă, райпона 2465 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Анчах вăрă кунпах лăпланса ларман, çав уйăхăн 13-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тукташ ялĕнче вырнаçнă лавккаран хурахла майпа 1039 тенкĕлĕх хăйне кирлĕ тавар илсе тухнă. Пĕрре хĕрсе кайнăскер, хăйне вăхăтра тытса чарайманнине кура, октябрĕн 15-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Карачура ялĕнче вырнаçнă лавккана, çынсем тарăн ыйхăра чухне, кĕрсе 10885 тенкĕлĕх сăтăр тунă.
Ку ĕçсене тунă хыççăн Николай Кадеев Саратов облаçне çул тытнă. Ют çĕрте тесе хăраса тăман, кĕске вăхăтрах Воскресенски районĕнчи виçĕ ялти лавккана çĕмĕрсе кĕрсе япаласем вăрласа тухнă. Анчах кирек мĕнле ĕçĕн те вĕçĕ пур. Кунта вăрра ярса илеççĕ.
Хамăр районти шалти ĕçсен пайĕн шырав уйрăмĕ ытти регионсенчи ĕçченсемпе çÿлти шайра пĕрле ĕçленине кура çеç хамăр Чăваш Республикинчи лавккасене тустараканăн йĕрĕ çине тухнă.
Судра Н.И.Кадеев хăйĕн ирсĕрле ĕçĕсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа панă, айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Хĕрлĕ Чутай район сучĕ ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 158-мĕш статйин 2 пайĕн “б” пункчĕпе айăпласа 4 çул та 3 уйăхлăха ирĕклĕхрен хăтарса çирĕп йĕркепе тытса усрамалли учреждение ăсатнă.
Çамрăклах пĕрре тĕрĕс мар çул çине тăрсан тÿрĕ çул çине тухма йывăр. Апла пулсан, пурнăçра кирек мĕнле йывăрлăхсем пулсан та, тÿрĕ çул çинчен пăрăнас марччĕ, саккуна пăсмасăр пурăнасчĕ, хамăр çинчен ырă ят çеç хăварасчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"