09 августа 2019 г.
Халăхăн сывлăхне çирĕплетес, чирлеслĕх, инвалидлăх тата вилеслĕх шайне чакарас, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес тĕллевпе республикăра, вăл шутра районта та, "Сывлăх" наци проекчĕ пурнăçланать. Асăннă проектпа килĕшỹллĕн, хушма профилактика мероприятийĕсем, вакцинацисем, диспансеризаци тĕрĕслевĕсем иртеççĕ.
Августăн 3-мĕшĕнче район больницинче кăçал пĕрремĕш хут Пĕрлехи диспансеризаци кунĕ иртет. Ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе пур сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче асăннă кунран пуçласа кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче профилактика тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци йĕркелес тĕллевпе ирттермелле: августăн 3-мĕшĕнче, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, октябрĕн 5-мĕшĕнче, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, декабрĕн 7-мĕшĕнче.
Кăмăл пуррисем 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен хăйсен участок врачĕнчен пулăшу ыйтма, программăра пăхса хунă тĕрĕслевсем витĕр тухма пултараççĕ. Хăйĕн çулталăкĕнче диспансеризаци тухма ĕлкĕрейменнисене валли профилактикăпа медицина тĕрĕслевне пăхса хунă.
Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр - пĕтĕмĕшле тĕрĕслев. Врач анализсене тишкерсе тухнă хыççăн вăраха кайнă чирсене тупса палăртать, малалли тĕрĕслев ирттерме йышăнать.
Пĕрремĕш тапхăра çаксем кĕреççĕ:
1. Пациентран ыйтса пĕлни (анкетировани).
2. Антропометри (тăршшĕне, виçене, пилĕк сарлакăшне палăртасси), ỹт массин индексне тупасси, çыннăн мăнтăрланас туртăмĕ миçемĕш степене çитнине кăтартасси.
3. Холестерин шайне палăртасси (чĕре тымарĕсен чирĕсем аталанасран).
4. Глюкоза шайне кăтартасси (диабетран сыхлас тĕлĕшпе).
5. ЭКГ ирттересси.
6. Флюорографи.
7. Хĕрарăмсен гинеколог патĕнче тĕрĕсленни тата маммографи (39 çултан иртнисен).
8. Юн тĕрĕслевĕ (гемоглобин, лейкоцит тата ытти те).
9. Шăкăн пĕтĕмĕшле тĕрĕслевĕ.
10. Юн пусăмне палăртасси.
11. Простатăна рак чирĕнчен тĕрĕслесси (50 çултан иртнĕ арçынсен).
12. Хырăмри органсене ультрасасăпа тишкерни (39 çулхи тата аслăрах пациентсен ултă çулта пĕрре тухмалла).
13. Куç пусăмне виçтересси (39 çулхи тата аслăрах пациентсен глаукома аталанасран).
14. Врач-невролог патĕнче консультаци илесси (51 çултан пуçласа ултă çулта пĕрре тухмалла).
Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕпе терапевт пациентăн сывлăх ушкăнне палăртать, лару-тăру япăх пулсан тĕрĕслеве малалла тăсать.
Сывлăх енчен йывăрлăхсем пулсан кашниех профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарать. Вăл диспансеризаци пек анлă мар пулин те чир-чĕре тупса палăртма пулăшать.
Кăçал диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр çак çулсенче çуралнисен тухмалла:
1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1992, 1995.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"