Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçа пула кукаçипе куками тăлăххăн ÿснĕ

05 мая 2010 г.

Вăрçă... Мĕн тери хăрушă сăмах... Юн, пушар, арканнă хуласемпе ялсем, выçлăх, чир, кашни утăмра вилĕм, аманнă çынсем йынăшни, йĕри-тавра пуля вĕçни, самолетсем çине-çине бомба тăкни, пулемет сасси, граната çурăлса сирпĕнни, фашистсем никама хĕрхенмесĕр пере-пере пăрахни, алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайни... Шăпах çапларах куратăп тата ăнланатăп эпĕ "вăрçă" сăмаха.

Ирсĕр фашистсене çĕнтерессишĕн Штанаш ял тăрăхĕнчен вăрçа 326 çын хутшăннă, вĕсенчен 224-шĕ каялла таврăнайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине манăн тăвансенчен те нумаййăн хутшăннă. Анне енчен илес пулсан, вăрçа пула манăн кукаçи те, куками те тăлăххăн ÿснĕ. Манăн кукаçăн ашшĕ, Петр Мадярков , тата унăн икĕ шăллĕ, Николайпа Владимир, умлăн-хыçлăн вăрçа тухса кайнă, анчах та виççĕшĕ те каялла таврăнайман.

Мăн кукаçи, 1911 çулта çуралнăскер, çемьере асли пулнă. Вăрçăччен вăл çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ, унăн икĕ ывăл – Анатолийпе Николай – пулнă. "Астăвăм" кĕнекере ун пирки çапларах çырнă: "Рядовой. Погиб в бою 7.1.1944. Захоронен в деревне Козлы Городокского района Витебской области." Ман кукаçи Анатолий Петрович тăлăха тăрса юлса вăрçă нушине амăшĕпе тата шăллĕпе тÿссе ирттернĕ.

Владимир Иванович Мадярков, 1920 çулта кун çути курнăскер, 1938-1939 çулсенче кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ панă. Пушă вăхăтра сăвăсем хайланă. Яш каччăна юратнă хĕрĕ те вăрçа ăсатнă пулĕ, кĕтсе илме шантарнă ĕнтĕ, темĕн чухлĕ кĕтсен те кĕтсе илеймен. Çамрăк вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Мирлĕ вăхăтра тăванĕсем шыраттарсан та унăн вил тăприйĕ ăçта пулни паянхи кун та паллă мар.

Николай Иванович Мадярков та шăллĕ пекех вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. "Астăвăм" кĕнекере ун пирки те: "Пропал без вести 6.3.1942" тесе палăртнă.

Вăрçă ытла хĕн кăтартнă-çке. Кукаçин куккăшĕ те, Иван Алексеевич Романов, вăрçăра паттăррăн пуçне хунă.

Манăн кукамай вăрçă пуçланнă кун, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ те хыпарсăр çухалнă.

Нихăçан та вăрçă вут-çулăмĕ ан ялкăштăр! Яланах мирлĕ пурнăç пултăр! Пирĕн вăрçă нушине курса кукаçипе куками пек тăлăххăн çитĕнмелле ан пултăрччĕ!

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика