Районти 59 магазинран пилĕккĕшĕ тата виçĕ буфет, пĕр йышăну пункчĕ плана тултарчĕç: "Автозапчасти", Питĕркассинчи, Пчелкăри магазинсем, Вишенерти, II Липовкăри, Чурпайри буфетсем. 30 магазинпа 5 буфет, 2 хатĕрлевпе йышăну пункчĕ пĕлтĕрхи кăтартăва çитерчĕç: аптека, ветаптека, ял хуçалăх таварĕсем, "Автозапчасти", "Рыбный, "Хлебный", "Вĕри çăкăр", Трапайри, Туканашри, Сорăмри, Питĕркассинчи, Кÿпешри, Вишенерти, II Липовкăри, Енкĕлтри, Пчелкăри, Мăн Этменти, Уйпуçĕнчи, Мучикассинчи, Турханти, Карăк Çырминчи, Хăмарккари, Хирлÿкассинчи, Пухтанкассинчи, Штанашри, Кĕрлеври, Кив Атикассинчи, Вырăсушкăнчи, Анат Çĕрпÿкассинчи, Чурпайри, I Хурашашри, Тихăнушкăнчи, Сĕнтĕкçырминчи, II Хурашашри магазинсем тата Атнарти шкул буфечĕ. Кашни çын пуçне тавар сутасси 2008 çулта 92,4 пин тенкĕ пулнă пулсан, 2009 çулта 103 пин тенке çитнĕ.Пĕр тăваткал метр суту-илÿ лаптăкĕ отчетлă тапхăрта 29,4 пин тенкĕ панă, 2008 çулта 49,3 пин тенкĕ пулнă.
2009 çулта кăлпассипе кондитер изделийĕсем, çăмарта, сахăр, пахча çимĕç, çăкăр, хĕрлĕ эрех, коньяк, сăран тата резина атă-пушмак, тĕрлĕ пирус, хуçалăх таварĕсем, ача-пăча валли теттесем, сехет, медицина енĕпе таварсем ытларах сутăнчĕç. Тип çу, маргарин, сĕт, майонез, тăвар, шурă эрех, сăра, пахча çимĕç консерви, пурçăн пусма, юсав ĕçĕсем пурнăçламалли материалсем, телевизор, холодильник, магнитофон, пылесос, утюг, кĕпе-йĕм çумалли машина сутасси чакрĕ.
2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 29794 пин тенкĕлĕх тавар юлнă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1334 пин тенкĕ ытларах.
Обществăлла апатланăвăн 12 предприятийĕнчен 2-шĕ плана тултарчĕç, вĕсенче 70 çын вăй хурать. Вĕсем 180 тонна çăкăр-булка, 76 тонна кондитер изделийĕсем, 353 дал ÿсĕртмен шыв туса сутрĕç.
Промышленность производствине илес пулсан çакна каламалла. "Янтарь" тулли мар яваплă общество 9 миллион та 700 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци кăларса плана 105 процент тултарчĕ. "Четайское" ТЯО 21 миллион та 800 пин тенкĕлĕх продукци кăларса плана 101,8 процент тултарчĕ. Çавăн пекех çĕвĕ (106,7 процент), пулă тĕтĕмлекен (108,1 процент), кăлпасси хатĕрлекен (100,2 процент) цехсем палăртнине пурнăçларĕç.
Паянхи кун райпора пурĕ 30 транспорт единици шутланать, çав шутра груз турттармалли – 22, çăмăл автомашинăсем – 6, автобус – 2. Отчетлă тапхăрта 208 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе 3528 пин тенкĕлĕх усă куртăмăр, кăтарту 2008 çулхипе танлаштарсан, сахалрах (227 тонна пулнă).
Хатĕрлев ĕçĕ çинче чарăнса тăрас пулсан, унăн çулталăкри çаврăнăшĕ 24750 пин тенкĕпе танлашрĕ, плана 110 процент тултартăмăр. Иртнĕ çул малтанхинчен аш-какай 46 центнер, сĕт –1610 , çĕр улми – 139, пахча çимĕç – 144, улма-çырла –12, çăм – 1,9, эмел курăкĕ 6 центнер тата 20 пин штук çăмарта нумайрах хатĕрленĕ.
Райпо тытăмĕнче пурĕ 380 çын ĕçлет. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6895 тенкĕпе танлашать, ку 2008 çулхинчен 10 процент ытларах. Сутуçăсен ĕç шалăвĕ вăтамран – 6757, обществăлла апатлану ĕçченĕсен – 6043, промышленноçра – 5632, хатĕрлев ĕçĕнче – 7839, транспортпа тăрăшакансен 7067 тенкĕпе танлашать.
Отчетлă тапхăра райпо тупăшпа вĕçлерĕ. Иртнĕ çулта Мучикассинчи, Туктамăшри, Çĕн Атикассинчи, Туканашри лавккасене, Сĕнтĕкçырминчи "Лесное" кафене çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр, унти ĕçсене пурнăçлама 63282 тенкĕлĕх тăкаклантăмăр. Çавăн пекех 2009 çулта райпо тытăмĕн пурлăхпа техника пайне пуянлатрăмăр, чылай объектсенче юсав ĕçĕсем пычĕç.
Иртнĕ çул райпо тытăмĕнчи ĕçченсем япăх мар ĕçлерĕç: республикăра ытти районсемпе танлаштарсан, хатĕрлев енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, производствăна аталантарассипе те пĕрремĕш, сĕт пухассипе – иккĕмĕш, аш-какай туянассипе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Иккĕмĕш кварталта пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр, хатĕрлев енĕпе – пĕрремĕш вырăна, производствăна аталантарас енĕпе – иккĕмĕш, халăха тĕрлĕ пулăшу панипе виççĕмĕш. Виççĕмĕш кварталта хатĕрлев енĕпе – виççĕмĕш. 2009 çулхи Чăвашпотребсоюзăн пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетĕвĕпе эпир аш-какай тата сĕт туянассипе иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе те эпир малта – пĕрремĕшсем, çавăн пекех 2009 çулхи "За развитие социального партнерства" конкурсăн çĕнтерÿçисем те.
Источник: "Пирěн пурнăç"