Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕре юсанă

28 октября 2009 г.

Республикăра, çавăн пекех районта та халăх пурăнакан пур вырăна та хытарса тунă çулпа çыхăнтарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Паянхи куна пур яла та асфальт е хытарнă çулпа çыхăнтарнă.

Çакна та палăртмалла. Тĕнчере экономика кризисĕ хуçаланнă май, çак пулăм çул-йĕр тăвас ыйту çинче те палăрчĕ. Кăçал ытларах иртнĕ çулта вĕçлеймен ĕçсене тунă, япăх участоксенчи çул-йĕре юсаса çĕнетнĕ. Ку тĕлĕшпе "Резон" хупă акционерлă общество тăрăшса ĕçлет.

Кăçалхи 9 уйăхра автомобиль çулĕсене пурĕ 2 километр та 300 метр тăршшĕ юсанă. Çавна май тĕрлĕ бюджетсенчен 10 миллион та 300 пин тенкĕ ытларах укçапа усă курнă. Çав шутран Штанаш ялĕнчи çул строительствине (пĕр километр ытла) чылай укçа-тенкĕ кайнă. "Сура – Тралькасси – Хăмаркка" автоçула юсанă çĕрте те темиçе миллион укçапа усă курнă. Дубовка, Вишенер ялĕсем çывăхĕнчи çул-йĕре шыв-шуртан сыхласа пăрăхсем хывнă. Тата ытти çулсем çинче те юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика